Йӗркене пăсакансене тупса палăртнăшăн 275 пин тенкӗ илнӗ
«Народный инспектор» приложени 2024 çулхи сентябрь уйăхӗнчен ӗçлеме пуçларӗ. Çак вăхăтра ун урлă тутарстансем тӳлевлӗ 7 категорипе 12 пин ытла заявка ярса парса 5,6 миллион тенкӗ ӗçлесе илнӗ. Вӗсен хушшинче пӗрремӗш вырăнта 226 заявка ярса паракан рекордсмен та пур, вăл 275 пин тенкӗ, иккӗмӗш вырăнта – 209 заявкăпа 260,8 пин тенкӗ ӗçлесе илнӗ. Кун пирки ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерствин пресс-служби пӗлтерет.
«Паян «Народный инспектор» приложени йӗркене пăсни çинчен пӗлтермелли меслет кăна мар, Тутарстан çулӗсем çинче хăрушсăрлăха ӳстермелли инструмент та. Пирӗнтен кашниех йӗркене пăсакансене тупса пӗр-пӗрне çул çинче пулакан инкексенчен хӳтӗлет, хăш чухне çын пурнăçне те çăлса хăварать. Приложенире 199 пин ытла çын регистрациленӗ, чи çамрăкки – 17 çулта, чи асли – 67-ре», – пӗлтернӗ ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерӗ Илья Начвин.
Приложени административлă йӗркене пăсакансене вăхăтра тупса палăртма пулăшать. Штрафсен суммин 25 процентне приложение усă куракана каялла тавăрса параççӗ, система вара заявкăна хăвăртлатас тесе вырăна хăй палăртать.
2026 çул пуçланнăранпа «Народный инспектор» приложени урлă пур категорипе те 41,6 пин ытла заявка килнӗ ӗнтӗ. Ытларах заявкăсем тротуар çинче машинăна хăварни çинчен (22,8 пин), юраман вырăнта чарăнни çинчен (5,4 пин), инвалидсем валли тунă вырăнсене усă курни çинчен (1,7 пин хут) килеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев