Иртнӗ ҫул ҫак проектра республикӑри 5,5 ҫын хутшӑннӑ
Тутарстанра пурӑнакан аслӑ ҫулти ҫынсем Раҫҫей Банкӗ йӗркеленӗ финанс пӗлӗвӗсен онлайн-курсӗсене иртме пултараҫҫӗ
Занятисене «ПенсионФГ» проектпа ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнакансем Тӗп Банк специалисчӗсенчен банк услугисемпе хӑрушлӑхсӑр тата эффективлӑ усӑ курма, финанс инструменчӗсемпе онлайн-технологисемпе тӗрӗс усӑ курма, усал шухӑшлӑ ҫынсенчен асӑрханма вӗренӗҫ.
Сайтра лекци темине тата вӑхӑтне суйласа илме пулать.
"Раҫҫей Банкӗ финанс пӗлӗвӗсен шайне ӳстерме пурне те май парать, ҫав шутра пенсионерсене те. Занятсем онлайн-режимра иртеҫҫӗ, хальхи вӑхӑтшӑн ку актуаллӑ", – тесе пӗлтернӗ Раҫҫей Банкӗн Волго-Вятски патшалӑх управленийӗн Тутарстан Республикинчи уйрӑмӗн –Нацбанкӑн управляющийӗ Марат Шарифуллин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев