Ислам банкингӗ Хусанта
Çӗнӗ хыпарсем

Ислам банкингӗ Хусанта

Малтанхи икӗ çул çӗнӗ проект тӗрӗслев пек çеç пулӗ.

Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейри тăватă пилотлă регионта – Тутарстан, Пушкăртстан, Чечен Республики тата Дагестан – ислам банкингӗ (партнерла финанслани) ӗçлеме пуçлать. Çакăн çинчен августăн 29-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР экономика министрӗ Мидхат Шагиахметов каласа панă.

 Малтанхи икӗ çул çӗнӗ проект тӗрӗслев пек çеç пулӗ.  Унăн тӗллевӗ – партнерла финанслассипе йăлана кӗнӗ финанссемпе тивӗçтерессин условийӗсене пӗр тан тумалла. Çакă партнерла финанслассине ӳстермелле, çаплах ислам çӗршывӗсем те инвестици хывма пултараççӗ.

Ислам банкингӗн аталанăвне халяль-индустрипе çыхăнтрни тӗрӗс пуласса шанаççӗ экономистсем. Çакнпа пӗрлех халăхăн, специалистсен пӗлӗвне те ӳстермелле, паллах. Çак енӗпе ятарлă мероприятисем ирттермелле, массăлла хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсен ку темăна тимлемелле.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА, авторӗ В.Васильев.


финансирование

Нет комментариев