Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Истори паркӗнче – Раççей кунӗ

«Раççей – Манăн истори» Истори паркӗ Раççей кунӗ тӗлне уяв программи хатӗрленӗ

 Июнӗн 11 – 14-мӗшӗсенче Хусанти «Раççей – Манăн истори»  Истори паркӗнче экскурсисем, квестсем иртеççӗ. Программа вырăс кнеçӗсемпе императорӗсен, Атăлçи Пăлхарпа Хусан ханствин тапхăрӗсене, император керменӗнчи йăласене пӗрлештерет.

6 – 14 çулсенчи ачасем валли хатӗрленӗ «Раççейӗн патшалăх символӗсем» викторина уçать кăлрăма. Раççей ялавӗн, гербӗн, гимнӗн историсене пӗлеççӗ-и ачасем? Историн тӗрлӗ тапхăрӗнче мӗнлерех улшăнса пынă вӗсем? Паян вӗсен пӗлтерӗшӗ мӗнлерех?

«IX–XIX ӗмӗрсенчи Раççей Патшалăхлăхӗн историйӗ» экскурси программăна малалла тăсать. Тăван çӗршывăн пин çулхи историйӗпе çыхăннă вăл — пӗрремӗш вырăс кнеçӗсенчен пуçласа Раççей империчченех: Рюриковичсен династийӗ мӗнле пулса кайнă, Мускав хулине кам пуçласа янă,   I Петр реформисем çӗршыв аталанăвӗ çине мӗнле витӗм кӳнӗ? II Екатерина тапхăрӗ çинчен каласа паракан экскурсисем уйрăм блокпа пырççӗ. XVIII–XIX ӗмӗрсенче импери чиккисем анлăланни çинчен те, патшалăхра вăл вăхăтра прнăçа кӗртнӗ çӗнӗлӗхсемпе паллашӗç ачасем.

«Тутарстан. Иртнӗ вăхăта çулçӳрев» 6 – 12 çулсенчи ачасене Тутарстан историйӗпе квест паллаштарӗ.  Тач-панельсем пулăшнипе ачасем историри паллă çынсемпе тӗл пулӗç, Атăлçи Пăлхарпа Хусан ханстви çинчен те нумай интересли пӗлӗç. Квеста хутшăнакансем вăл вăхăтри алăстисен ӗç мелӗсем çинчен ытларах пӗлӗç, хăйсем те вăтам ӗмӗрсенчи эрешсем туса пăхӗç. Атăлçи Пăлхар эрешӗсен майлă сулă хатӗрленипе квест вӗçленет.

Раççей кунне халалланă программăна «Блеск и величие империи: церемониалы Российского двора» экскурси вӗçлет. Экскурсовод патшана лартнă чух ирттерекен йăласем çинчен те, камăн коронацийӗ мӗнлерех иртни çинчен те каласа парать. Мономах калпакӗ мӗншӗн Мономахăн пулманнине те, Раççейре хăçан пӗрремӗш фейерверксем çутнине, I Петр ассамблейăсем ирттерме тытăннине, унта  хӗрарăмсен те хутшăнма ирӗк пулнине каласа парӗç.

Сăнӳкерчӗк «Раççей – Манăн истори»  Истори паркӗн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Праздники