Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Юрататăп «Сувара» конкурс

КӖТНӖ ЫВĂЛ ПЕК КИЛСЕ ÇУРАЛТĂН

Пӗрре мар пире Хусан хăтарнă

Кирлӗ чух чăвашсене тӗрев,

Пирӗн халăх уншăн пархатарлă –

Тус-тăванлăх юлнă ӗмӗре.    

 

Куç умне тухаççӗ асăнсассăн

Чăвашсен ят-сумлă çыннисем:

Ак Никольский, Яковлев, Ашмарин,

Хусанкай та Тайăр, ыттисем.

 

Хусанта çуралчӗ те сас пачӗ

Иртнӗ ӗмӗр пуçӗнче «Хыпар».

Чăвашсемшӗн шанчăк, чун апачӗ,

Вăл пӗрремӗш çăлтăр – манар мар.

 

Хут тӗнчи, пӗлетпӗр, хăй пӗр ашăм,

Салатать вăл халăхра хыпар,

Çăварна уçма ан ман, чăвашлăх,

Ирӗк шухăш чăваша ют мар.

 

Арăш-пирӗш çавăрса тустарчӗç

Чăвашсен пӗрремӗш хаçатне:

Кирлӗ мар чăвашсене хыпарçă,

Кирлӗ мар чӗнни малаш патне.

 

Пăлтăр-палтăр пурнăç çавраçилӗ,

Советсен хатарлă самани

Чăваша чӗлхесӗр (аса илӗр)

Хăваратчӗç – халăх çук тени.

 

Çӗршывра пулать иккен пӗр наци –

Коммунизмăн çӗнӗ çыннисем,

Пулăшать ăна ассимиляци

Пӗтӗ, тет, чăваш та ирӗлсе.

 

Çӗнӗ вăхăт – пирӗн халăх чӗрӗ,

Чӗрере çунатлă ӗмӗтсем,

Чăвашсен тахатлă ывăл-хӗрӗ

Çӗнӗлле пурнасшăн вăй илсе.

 

Вăхăт, пар пире чăваш хаçачӗ,

Шухăш-туйăма уçма ан чар.

Кӗтнӗ ывăл пек килсе çуралчӗ

Чăвашсен чӗре сури – «Сувар».

 

Вăтăр çул пире вăл паллаштарчӗ,

Пӗрлештерчӗ те пӗр чăмăра,

Халсăр мар чăваш, хивре те тачă

Халь туятпăр эпир хамăра.

 

Пуç таять сан умăнта, хаçатăм,

Çыракан та вулакан эртел,

Эпӗ те чӗре ăшшине патăм

Вăтăр çул сана хам ӗмӗрте.

 

Ӗçлӗ çын ятне çӳле çӗклетӗн,

Паттăрсем тупатăн халăхра.

Бизнесмен-и, фермер-и – пӗр ретӗн

Кар тăрса ӗçлер-ха Çӗршывра.

 

Николай ЗИМИН.

Пăва районӗ, 

Элшел. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев