Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ют япалана ан тыт

Килӗнче ăна арăмӗпе ачисем кӗтнӗ

Ют япалана ан тыт

Унччен пӗрре те судпа айăпланман Г. гражданин Нурлат хулине ӗçтешӗпе пӗрле килнӗ. Ӗçӗсене пӗтерсен пӗр апат-çимӗç лавккине кӗнӗ. Килӗнче ăна арăмӗпе ачисем кӗтнӗ. Ку ӗç вара шăпах арбуз ӗлкӗрнӗ вăхăтра пулса иртнӗ. 

Пирӗн «герой» ачисем валли арбуз туянма шутланă. Арбуз хунă коробка патне пӗшкӗннӗ те хайхискер унта мобильлӗ телефон выртнине курах кайнă. Нумай шутласа тăман арçын — телефона илнӗ те кӗсйине чикнӗ. Тӗрӗссипе кирлӗ те пулман-ха вăл ăна. Мӗн çинчен шутланă-ши вăл çак самантра? Халь кашни лавккара видеосăнав камери пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар-çке-ха... Ӗçтешне вăл телефон тупни пирки нимӗн те каламан, шăппăн кăна килне таврăннă. Кун пек телефон 5 пин тенкӗ ытларах тăрать, ӗçлекен çыншăн пит пысăк сумма та мар ӗнтӗ... 
Çак вăхăтра телефонне çухатнă çын йӗрке хуралçисем патне кайса çухату пирки заявлени çырнă. 
Хальхи самана технологийӗсем çухатнă япалана хăвăрт тупма май параççӗ. Телефона тупнă, ют телефона илекен хăйӗн айăпне йышăннă, хуçине тавăрса панă. 
Юрать-ха шар куракан ырă кăмăллă çын пулнă, енсем мирлешнине кура суд РФ Уголовнăй процесс кодексӗн 25-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗçе хупнă. Анчах та асра тытмалла: енсем мирлешнипе уголовнăй ӗçе чарнин пурпӗр йӗрӗ юлать-çке. Çапла тума кирлех пулнă-ши?

Пӗрре лекни çитмен, тепре руль умне ӳсӗрле ларнă

2023 çулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Нурлат районӗн сучӗ унччен судпа айăпланнă, ниçта та ӗçлемен Л. гражданкăна РФ Уголовнăй кодексӗн 264.1-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе (пӗрре асăрхаттарнă хыççăн та руль умне ӳсӗрле ларни) айăпланă. 

Сыпсан машинăпа ярăнма юратаканскере 2022 çулта РФ Уголовнăй кодексӗн 264.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айăпланă пулнă ӗнтӗ. Ун чух транспортпа çӳреме 1 çулталăк та 8 уйăха чарнин вăхăчӗ те иртмен пулнă. Çакна пăхмасăр ӳсӗрле руль умне ларнăскере хальхинче полици ӗçченӗсем тытса чарнă. 
Судра Л. гражданка айăпне йышăннă. Суд, унчченхи наказание те вӗçне çити иртсе пӗтменнине шута илсе ăна 1 çулталăк тӗрӗслев вăхăчӗ палăртса çулталăклăха условно ирӗкрен хăтарма йышăннă. Халӗ ӗнтӗ хӗрарăмăн 3 çул та 8 уйăх транспорт хатӗрӗ çӳретме юрамасть. 
Суд айăпланаканăн автомобильне те конфискацилемелле тунă, эппин халӗ Л. гражданкăн ларса ярăнас тесен те çӳремелли машини çук. 
Ольга МАКСИМОВА,
Нурлат район сучӗн суд 
ларăвӗн секретарӗ. 

Юратушăн хӗрарăм мӗн тума хатӗр?

А. гражданка, сыпкаланăскер,
Е. гражданина кӳлешнипе тата унăн тимлӗхне çӗнсе илес тесе полици уйрăмӗн дежурнăй чаçне пынă та ăна Е. гражданин ирӗксӗрлесе пусмăрланă тесе евитленӗ. Унтан вăл, суйнăшăн РФ Уголовнăй кодексӗн 306-мӗш статйипе явап тыттарни пирки асăрхаттарнине пăхмасăр, 
Е. гражданин тӗлӗшпе суя сведенисем илсе кăтартса заявлени çырнă. 

Заявлени пур-тăк йӗрке хуралçисен тӗрӗслев ирттермелле. Е. гражданин А. гражданкăна ирӗксӗрлесе пусмăрлани çирӗпленмен, çавăнпа та ун тӗлӗшпе уголовнăй ӗç уçман. 
Анчах та тӗрӗслев органӗсен тӗпчев ирттерсен кӗвӗç чунлă А. гражданка тӗлӗшпе РФ Уголовнăй кодексӗн 306-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе уголовнăй ӗç уçмах тивнӗ, мӗншӗн тесен хӗрарăм суйса айăпсăр çынна туман преступленишӗн явап тыттарасшăн пулнă. 
Е. гражданин çилӗ хăваласа çӳрекен çын мар иккен: вăл хӗрарăма шелленӗ-ши — суд ларăвӗнче икӗ ен мирлешнӗ тесе йышăнса уголовнăй ӗçе хупма ыйтнă. Хӗрарăма вăл нимле те айăпламан, унран ним те ыйтман, хăйӗнчен каçару ыйтнипе кăмăллă пулнă. 
Пӗтӗм лару-тăрăва хакласа, енсем пӗр-пӗринпе мирлешнине шута илсе суд А. гражданка енӗпе уçнă уголовнăй ӗçе пăрахăçланă. 
P.S.: Ку ӗçре хальлӗхе «пăнчă» лартман-ха. Ӗçӗн материалӗсемпе паллашсан çакă курăнать: ӗçе пăхса тухнă çӗре хутшăннă патшалăх айăплаканӗ хур курнă Е. гражданин ыйтнине тивӗçтермелле мар тесе сӗннӗ, мӗншӗн тесен ӗçе хупсан уголовнăй явап тыттарассин тӗллевне туллин пурнăçлама çук. 
Судăн уголовнăй ӗçе хупни пирки калакан постановленийӗ законлă вăя кӗмен-ха, прокурор ун пирки апелляци йӗркипе аслăрах суда çăхав янă. 
Светлана СМИРНОВА,
Нурлат район сучӗн тӗп специалисчӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: В зале суда