Иван Яковлев çинчен ӳкернĕ фильм
Çӗнӗ хыпарсем

Иван Яковлев çинчен ӳкернĕ фильм

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче 15:15 сехетре «Иван Яковлев. Завещание учителя» кăларăма «Россия — Культура» телеканалпа кăтартĕç.

Фильма Аслă Вĕрентекенĕмĕр çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă. Кун пирки хăйĕн телеграмм-каналĕнче Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтернĕ. 

— Хӑйӗн пурнӑçӗн ӗçне, хӑйӗн шухӑшӗсемпе идеалӗсене ĕмĕр тăршĕпех шанчӑклӑ пулнӑ çын çинчен ӳкернӗ кинокартинӑна пӑхни пирӗншӗн пуриншӗн те усӑллӑ пулӗ, — тенӗ пуçлăх.

Кинофильма Патшалăх истори архивĕнче, Чăваш наци музейĕнче, Тихвин чиркĕвĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ӳкернĕ.

Сăнӳкерчĕксем ЧР Пуçлӑхӗн Олег Николаевӑн телеграмм-каналĕнчен.


175-летие И.Я.Яковлева

Нет комментариев