Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июнӗн 4-мӗшӗнче бизнеса тӗрев памалли меслетсем пирки вебинар иртет

Уçăлнă страницăра «Буду учавствовать» çине пусмалла

Предпринимательсен пӗрлӗхне пӗчӗк тата вăтам бизнес субьекчӗсене коронавирус инфекцине пула тухнă йывăрлăхран тухма регионаллă тата патшалăх тӗревне парасси пирки туллин информацилес тесе, 2020 çулхи июнӗн 4-мӗшӗнче, 11.00 сехетре Федераллă налог службин Тутарстанри Управленийӗ информациллӗ вебинар ирттерет.    

Вебинарта Управлени представителӗсем налог тӳлессин отсрочкипе рассрочки пирки каласа парӗç. Çавăн пекех федераллă бюджетран пӗчӗк тата вăтам предпринимательство субьекчӗсене парăнакан субсидисем пирки ăнлантарса парӗç. Унсăр пуçне бизнесменсен онлайн-режимра сиксе тухакан чи анлă сарăлнă ыйтăвӗсем çине хуравлӗç.
Вебинара хутшăнас тесен Chrome браузерлă интернетпа çеккунта 2 мегабитпа çыхăнма пултаракан компьютер хатӗрлемелле, вăхăт çитсен çак ссылкăпа Интернета кӗмелле:

https://online.sbis.ru/Events/e683e170-c528-47c9-9c60-cf207036e84c;
Уçăлнă страницăра «Буду учавствовать» çине пусмалла.
Вебинар тӳлевсӗр. Унта кирек кам та хутшăнма пултарть.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев