Кăçал Атăлти навигаци апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçланать
Чулман Атăлта (Камăра) навигаци каярах, апрелӗн 25-мӗшӗнче пуçланать
Çакăн çинчен журналистсене Тутарстан Республикинчи пӗчӗк виçеллӗ судносемпе тӗп патшалăх инспекторӗ Юрий Венедиктов пӗлтернӗ.
Çак вăхăтра, Венедиктов пӗлтернӗ тăрăх, шыв объекчӗсенчи лару-тăру çăмăлах мар. Сăмахран, шыв температури питӗ сивӗ тăрать-ха. Кимӗпе е караппа пыракан çын шыва ӳксен, вăл шăнса кӳтнӗрен вилсе кайма пултарать. Çавăнпа та шыва тухакансен хăрушсăрлăх мелӗсене пăхăнмаллах. Пӗчӗк виçеллӗ судно çине ларсан пурин те хăтару жилечӗсене тăхăнмалла. Вӗсем судно çинче çуккишӗн водителе 20 пин тенкӗ таран штраф пама пултараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев