Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçал Тутарстанра вунпилӗк çын кăмпа çисе наркăмăшланнă

Тутарстан Республикинчи Роспотребнадзор Управленийӗ пӗлтернӗ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа республикăра 15 çын кăмпа çисе аптăранă, вӗсенчен виççӗшӗ – çул çитмен ачасем. Вӗсен хушшинче вилекенсем пулман.

Çапах та Роспотребнадзорта кăмпасем йывăр шăранакан продукт пулнине аса илтереççӗ. Наркăмăшланнине апат çинӗ хыççăн 1,5-2 сехетрен асăрхама пулать: пуç ыратать, кăмăл пăтранать, хăстарать, ăш ыратать, тăтăш тула тухтарать, пульс вăйсăрланать, алăсепе урасем шăнма пуçлаççӗ.

Наркăмăшланас мар тесен, нихăçан та палламан кăмпасене ан пуçтарăр тата ан çийӗр. Ватăлнă, хуртлă кăмпасене ан пуçтарăр, çавăн пекех автоçулпа чукун çул хӗрринче, заводсен, промышленность зонисен çумӗнче ӳсекен кăмпасем сиен кӳме пултараççӗ.

Пӳлӗмри температурăра кăмпасене виçӗ сехетрен ытларах ан тытăр. Хатӗрлес умӗн лайăх çăвăр тата тасатăр. Наркăмăшланнине туйсанах медицина пулăшăвне йыхăрăр. Мӗн чухлӗ маларах тытăнатăр сипленме – çавăн чухлӗ хăвăртрах сывалатăр.

Халăх медицини наркăмăшлансан хур çунаттин вăрăм тӗкӗпе усă курма сӗнет. 

Ирина Кузьмина сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев