Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кадр резервне хутшăнакансем экономикăна аталантарма пулăшакан проектсемпе паллаштарнă

Июнӗн 2-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче республикăри «Кадровый резерв» проекта хутшăнакансем хăйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн тивӗçӗсене пурнăçлакан Марат Ахметов хутшăннă.

Кадр резервне хутшăнакансен проекчӗсем  Тутарстанăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне лайăхлатассипе çыхăннă. Вӗсенчен чылайăшне технологи суверенитетне çирӗплетессине, çав шутра промышленность робочӗсен производствине йӗркелессине, предприятисенче роботизацие ӗçе кӗртессине, ЯМР-технологисене аталантарассине тата техника культурисене тирпейлессине халалланă. Çавăн пекех хуласен энергоэффективлăхне ӳстерес, СВО хутшăнакансене пулăшас, социаллă инфраструктурăна аталантарас, кадрсен вăй-хăватне лайăхлатас, историпе культура еткерлӗхне упраса хăварас енӗпе мерăсем сӗннӗ.

Пуçарусене ТР Раисӗ Рустам Минниханов пысăк хак панă,  кураторсене тав тунă. Вăл резервистсене презентациленӗ проектсене пурнăçа кӗртме пулăшу пама хушнă, вӗсене пур район валли те майлаштарма пултарнине тата проектсем тимлӗхсӗр юлакан сферăсене çавăрса илнине палăртнă.

Мероприяти вӗçленсен Кадр резервне хутшăнакансене «Мастерство управления: современные тренды и вызовы» курс иртни çинчен калакан сертификатсем панă.

Каласа хăвармалла,  Тутарстан Республикин Раисӗн Кадр резервӗ регионта управленецсене аталантарма пулăшакан программа шутланать. 2014 çултанпа çулсерен çак резерва Тутарстанран чи пултаруллă çамрăк ертӳçӗсене суйлаççӗ, çулталăк  хушшинче вӗсем вӗренеççӗ, Тутарстанри районсенче тата предприятисенче практика иртеççӗ, çавăн пекех вӗрентекенсемпе пӗрле регионăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвӗ валли проектсем хатӗрлеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ Кадровый резерв