Кăлкан ялӗнче Кӗр сăри иртрӗ
Сăмах тупайманран тытăнкаласа тăмаççӗ хăй тӗллӗн хатӗрленнӗ ял артисчӗсем, Кăлкан пекех шайлашуллă килтереççӗ тӳрӗ пуплеве. Ӗлӗкхи йăлана аслашшӗ-асламăшӗсенченех вӗренсе юлнă пулмалла.
Пăва тăрăхӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ республикăри ытти ЧНКЦсенчен обществăн районти кашни ялта чăваш енӗпе ӗçлекен представителӗ пуррипе уйрăлса тăрать. Хăш çӗрте пӗрре те мар. Çак çынсен хастарлăхӗ, культурăра ӗçлекенсен тараватлăхӗ, вырăнти педагогсен пулăшăвӗ çинче тытăнса тăрать те пӗрлехи ӗç-хӗл. Кашни ялта мӗнле-тӗр чăваш йăлине ирттерсе аталантараççӗ пăвасем тăван культурăна. Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗнӗ Мертлӗ хăна пухрӗ.Тӗнчене Александр Кăлкана парнеленӗ ялта «Кӗр сăри» уявӗ иртрӗ.
Çӗнӗ Мертлӗ Тăхăрьялăн пысăках мар ялӗ пулсан та, фермăсем пушă тăрсан та, парк ӗçлемесен те, унта çӗнӗ пӳртсем чылай. Çамрăк чухне Чӗмпӗрте ӗçлесе пурăннă ял çыннисем, хваттерӗсене ачисене хăварса каялла тăван кӗтесе таврăнса ашшӗ-амăш йăвисене çӗнетеççӗ. Нумай функциллӗ центрта вырнаçнă Культура çурчӗ те кунта çӗнӗ йышши. Çулсем енчен кăна лару-тăру аванах мар. Шăтăк-путăксене шултăра фракциллӗ щебенка сапса сапланă.
Хӗвеллӗ шăматкун Культура çуртӗнче халăх сахал марччӗ. ЧНКЦ активӗ йышлăн пуçтарăнса килнӗ. Вӗсен хушшинче: Евгенийпе Алексей Савельевсем Пимӗрселӗнчен, Евгений Афанасьев Элшелӗнчен, Анатолий Малышевпа Михаил Вериялов Пӳркелӗнчен, Анатолий Князев Пăваран, Анна Никанорова Таккавартан, Евгений Бондарев Хирти Кушкăран, Виталий Яковлев Киштекрен, Владимир Ильин Кипеккассинчен тата ыттисем.
Çӗнӗ Мертлӗре пурăнакан Михаил Якушов тата ăна пулăшакансем кӗрхи праçнике илемлӗн кăтартса пачӗç. Сăмах тупайманран тытăнкаласа тăмаççӗ хăй тӗллӗн хатӗрленнӗ ял артисчӗсем, Кăлкан пекех шайлашуллă килтереççӗ тӳрӗ пуплеве. Ӗлӗкхи йăлана аслашшӗ-асламăшӗсенченех вӗренсе юлнă пулмалла. Вӗсенечен вӗренекенсем те пысăках мар сцена çине сахаллăн тухмарӗç. Хӗрпӗрчисем – пӗчӗкки те, пысăкраххи те – микрофонран хăрамаççӗ. Куракансем кăмăллăн алă çупнине кăна итлесе тăма хăнăхман пулмалла, чаршав хыçне вашт пытанаççӗ. Хăйсем юрлама та, ташлама та ăста вара. «Тăхăрьял шăпчăкӗнче» ытти ялсене хыçа хăварма та пултараççӗ. (К.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев