Кӑҫалхи Республика Уявӗн вырӑнӗ Аксуринчен пысӑкрах пулать
Паян Пасарлӑ Матакра 2022 ҫулхи Уява халалланӑ канашлу иртрӗ
Унта Элкел районӗн ертӳлӗхӗ, ТР Культура министерстви ҫумӗнчи Халӑхсен культурине аталантарас енӗпе ӗҫлекен центр специалисчӗсем, ТР Халӑхсен Ассамблеипе Туслӑх Ҫурчӗн представителӗсем, "Хузангаевский" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӗвӗн ӗҫченӗсем тата ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗсем хутшӑнчӗҫ.
Ӗҫлӗ тӗлпулура енсем Уявра мӗнлерех конкурссемпе мешехесем иртессине сӳтсе яврӗҫ. Ҫавӑн пекех миҫе ҫынна явӑҫтарассине, республикӑран тата тулашран миҫе фольклор ушкӑнне чӗнессине, хӑш регионсенчен хӑнасене йыхӑрассине палӑртрӗҫ. Кӑҫалхи Уяв лаптӑкӗ Аксуринчен самай пысӑкрах пулнине шута илсен, ӑна ирттерес йӗркене те анлӑлатма тивет. Енсем ку вырсарникун Сиктӗрмере пухӑнса канашлӑва малалла тӑсма калаҫса татӑлчӗҫ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев