Çутçанталăк хăйӗн хăватне кăтартма шутларӗ пулас. Темиçе кун каялла кăна эпир йăлăхтарса çитернӗ шăрăхран тарăхаттăмăр, паян нумайăшӗ ăшăрах утиял айне кӗрсе выртасшăн.
Эрне пуçламăшӗнче Тутарстанра сывлăшăн талăкри вăтам температури нормăран 3-4 градус аяларах анать, вырăнӗ-вырăнӗпе çумăр çăвать.
Тунтикун пӗлӗтлӗ çанталăк пулать, кăнтăрла çумăр ытла çусах каймасть. Каçхине сывлăш температури -2,-7 градус таран анать. Çӗр ăшă-ха, çавăнпа та айлăмсенче çеç шăнтма пултарать. Кăнтăрла сывлăш 13-18 градус таран ăшăтать. Ытларикун, сентябрӗн 6-мӗшӗнче кăнтăрла пысăках мар çумăр çуса илет. Çӗрле сывлăш температури +2-рен пуçласа +7 градус таран пулать, кăнтăрла ăшă +11, +16 градус таран çӗкленет. Çӗр çинче çӗрлехи вăхăтра шăнтнине кӗтеççӗ синоптиксем.
Нет комментариев