Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Камăн пахча çук – кайăр «Дубрава» вăрман паркне, тупатăр кирлине

Ӗнер Хусанти «Дубрава» вăрман паркӗнчк фудшеринг текен мероприяти иртнӗ. Фудшеринг вăл акăлчан сăмахӗ, пирӗнле апат-çимӗçпе пайланни тенине пӗлтерет.

Унта хутшăнакансем хăйсен пахча-çимӗç тухăçӗн ытлашшине илсе килеççӗ, ун вырăнне хăйсем пеккисемех çӳлексем çине хунă продуктсенчен мӗн-тӗр суйласа илеççӗ. Çакнашкал кӗрхи тухăç мешехи Хусанта пӗрремӗш хут иртет.

«Яла хăнана кайсан, вӗсем сана кабачок, сухан, улма тиесе яраççӗ. Ăна килӗнте ниçта хура пӗлместӗн, кăларса тăкма – шел. Çиме юрăхлă япаласем, упрама вара пултараймастăп. Кама-тăр вӗсем кирлӗ пулма пултараççӗ вӗт. Юрать-ха фудшеринг пур», - тесе пӗлтернӗ хăйӗн шухăшне журналистсене Хусанти Парксемпе скверсен дирекцийӗн менеджерӗ Анна Болышева. Ун сăмахӗсем тăрăх, çакнашкал апатпа ылмашăннисем хулара тата та пулӗç.

Фудшерингăн тепӗр енӗ – экологие лайăхлатни. ООН пӗлтернӗ тăрăх, кирлӗ марне кура, тӗнчери апат-çимӗçӗн пӗрре-виççӗмӗш пайӗ свалкăсене ăсанать.

С.Савельева тата З.Харитонова сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев