Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«КАМАЗ-мастер» каллех раллие хутшăнать

Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда Астраханьтен «Каган ылтăнӗ» раллирен таврăнни те нумай мар-ха, вӗсем ку эрнере татах ăмăртăва хутшăнма хатӗрленеççӗ. Майăн 16 — 19-мӗшӗсенче Арчеда — Дон территорийӗнче «Арчеда» баха иртет.

«КАМАЗ-мастер» команда унта виçӗ экипажпа хутшăнать:
1. Эдуард Николаев — Евгений Яковлев — Дмитрий Авдеев;
2. Дмитрий Сотников — Руслан Ахмадеев — Ильгиз Ахметзянов;
3. Богдан Каримов — Дмитрий Никитин — Алмаз Ахмедов.
Асăннă ăмăрту Раççей чемпионачӗн 2-мӗш тапхăрӗн «Т5» дисциплинин тата Раççей Кубокӗн 1-мӗш тапхăрӗн, Волгоград облаçӗн ралли-рейдсен чемпионачӗн статусӗпе иртет. 
Ентешсене ăнăçу сунатпăр!

Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт