Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Каникула Юр королеви патне

Декабрӗн 27-мӗшӗнче 16:00 сехетре Хусан Кремлӗн Присутственнăй вырăнсен картишӗнче ёлка уçăлать

 Хӑнасене тата хулара пурӑнакансене «Юр королеви патӗнче хӑнара» (Режиссерӗ Динара Сайфутдинова) перформанс кӗтет. Çӗнӗ çул программи январӗн 11-мӗшӗччен пырать. Йӗркелӳçӗсем спектакльсем курма, интерактивсене хутшăнма, Хӗл Мучипе тата Юр Пикепе чӑрӑш тавра ташлама, çавӑн пекех эпир мӗн пӗчӗкрен лайӑх пӗлекен паттӑрсемпе тата асамлă сăнарсемпе тӗл пулма йыхравлаççӗ. Çакна та каласа хăварар, Присутственнăй вырăнсен картишӗнче январӗн 14-мӗшӗччен ярмӑркка ӗçлӗ. Присутственнăй вырăнсен картишӗнче иртекен мероприятисем тӳлевсӗр, уяв программипе, ярмăрккан ӗç йӗркипе kazan-kremlin.ru сайтра паллашма пулать.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Новый год