Кăнна Кушкинче иртекен Чӳклеме августăн 19-мӗшӗнче мар, урăх кун пулать
Маларах хаçатра та, сайтпа социаллă сетьсенче те Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинче ку шăматкун, августăн 19-мӗшӗнче, çулсерен ирттерекен Чӳклеме пулать тесе вулакансене пӗлтертӗмӗр. Анчах та И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă мероприятие ирттерессине урăх куна куçарнă.
Сăлтавӗ питӗ хурлăхлă: çак кунсенче теччӗсем ятарлă çар операцине хутшăнса пуç хунă икӗ чăваш каччипе – Йӳккел ялӗнче çуралса ӳснӗ Павел Карпов ефрейторпа тата Шанчăра çитӗннӗ Сергей Хураскин аслă матроспа – сывпуллашнă.
Кун пек чух, паллах, никамăн та уяв шухăш çук. Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлесе пуç хунă паттăр каччăсен умӗнче теччӗсем пуç таяççӗ, çывăх çыннисемпе пӗрле чунтан хурланаççӗ.
Çавăнпа та маларах августăн 19-мӗшӗнче ирттерме палăртнă Чӳклеме каярах пулать. Хальлӗхе кунӗ паллă мар. Хаçатра та, сайтра та маларах пӗлтерӗпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев