Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăнна Кушкине Иван Яковлевăн кӗçӗн мăнукӗсем те килчӗç

75 çулхи юбилее паллă тумашкăн делегацисем Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, Чăваш Енрен, Ульяновск облаçӗнчен килнӗччӗ. Çавах та чӗрене çывăх чи сумлă хăнасем Иван Яковлевичăн кӗçӗн-кӗçӗн мăнукӗсем Любовь Михайловна Ордынскаяпа Василий Михайлович Толмачев мăшăрӗсемпе пулчӗç. Юбилее халалланă мероприяти Кăнна Кушкинче чечек хунинчен пуçланчӗ те районти Культура керменӗнче И.Я.Яковлевăн педагогика еткерлӗхӗпе çыхăннă наукăпа практика конференцийӗпе малалла тăсăлчӗ. Пӗтӗм шухăш, калаçу çак кун Иван Яковлевичăн капашсăр ӗçӗ пирки пулчӗ.

Чăваш литература чӗлхине йӗркелесе яракан хисеплӗ патриархăмăр Иван Яковлевич Яковлевăн 175 çулхи юбилейне вăл ӗçлесе пурăннă вырăнсенче, чăвашсем йышлăн пурăнакан пур регионта та анлăн паллă турӗç. Мероприятисем вӗçленмен-ха, вӗсем çулталăк тăршшӗпех пыраççӗ. Çавах та тăван ялӗнче Кăнна Кушкинче пуç тайса чечек хуни тата та пӗлтерӗшлӗрех, мӗншӗн тесен Иван Яковлевича кунта халăх кăна мар, уй-хирпе сăртсем те астăваççӗ.

175 çулхи юбилее паллă тумашкăн делегацисем Тутарстанăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен, Чăваш Енрен, Ульяновск облаçӗнчен килнӗччӗ. Çавах та чӗрене çывăх чи сумлă хăнасем Иван Яковлевичăн кӗçӗн-кӗçӗн мăнукӗсем Любовь Михайловна Ордынскаяпа Василий Михайлович Толмачев мăшăрӗсемпе пулчӗç. Юбилее халалланă мероприяти Кăнна Кушкинче чечек хунинчен пуçланчӗ те районти Культура керменӗнче И.Я.Яковлевăн педагогика еткерлӗхӗпе çыхăннă наукăпа практика конференцийӗпе малалла тăсăлчӗ. Пӗтӗм шухăш, калаçу çак кун Иван Яковлевичăн капашсăр ӗçӗ пирки пулчӗ.

– Хамăрăн мăн-мăн кукаçин çуралнă ялне тепӗр хут килнӗшӗн эпир питӗ савăнатпăр. Унăн «Манăн пурнăç» асаилӗвне кашни вуламассерен тӗлӗнетӗн, мӗнле юратса ăшшăн çырать вăл хăйӗн йăхташӗсемпе ентешӗсем çинчен. «Сирӗншӗн чунтан çунтăм», – тенин пӗлтерӗшне кунта тата тарăнрах ăнланатăн. Иван Яковлевич пурнăçне халăха çутта кăларас ӗçе халалланă. Йăхташӗсене вăл Турра ӗненме, Раççейпе пӗрле пурăнма, тăван чӗлхене, çемьене упрама, туслă пурăнма халалланă. Кăннакушкисем Иван Яковлевичăн астăвăмне куç пек упраççӗ, тав сире куншăн, – терӗ Любовь Михайловна халăха уявпа саламласа. Кăнна Кушки шкулне, музейне тата вырăнти ЧНКЦ ертӳçине Володар Аркадьевич Тимофеева асăнмалăх кӗнеке парнелерӗç.

Иван Яковлевич Яковлевăн пултарулăхӗ, малкурăмӗ, литература чӗлхи йӗркелесе халăха чăмăртани, хăй вăйӗпе çӗршер шкул уçни халӗ те тӗлӗнтернине Теччӗ район ертӳçи Р.Сафиуллов, РФ Патшалăх Думин депутачӗсем А.Фарраховпа А.Аксаков, ЧР ача прависем енӗпе уполномоченнăйӗ А.Федорова палăртрӗç. Тутарстан чăвашӗсен, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçин К.Яковлевăн тата ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗн, ЧНКА вице-президенчӗн Н.Угасловăн шучӗпе, ӗç кунта вӗçленмен-ха, мӗнле пулсан та пӗрлехи вăйпа Кăнна Кушкине чăвашсен меккине, туризм центрне çавăрмалла. Ку енӗпе малалла ӗçлес шухăшлă вӗсем. Николай Федорович И.Я.Яковлевăн 160 çуллăхӗ тӗлне хăйсем палăк мӗнле лартнине аса илчӗ. Шурлăхлă, йывăç-курăк пусса илнӗ вырăн пулнă вăл. Халӗ чăнах та хитре парк. 

– Юлашки хут 10 çул каялла пулнăччӗ кунта, çав тери пысăк улшăнусем, ялсен вывескисем те, парк та çукчӗ-ха ун чух, – хăй шухăш-кăмăлне пӗлтерчӗ Алексеевски районӗнчи ЧНКЦ председателӗ Г.З.Федоров пирӗнпе тӗл пулсан. Темиçе çул ку тăрăха килмен ытти çынсен те шухăшӗ çапларах пулчӗ. Сăмах май, кӳршӗллӗ тата Кама леш енчи районсенчи ЧНКЦ ертӳçисем те килнӗччӗ юбилее. Чи пысăк делегаци, яланхи пекех Чăваш Енренччӗ. Чăваш конгресӗн хастарӗсемпе пӗрле 20 студент та килнӗччӗ. Кӳршӗллӗ Елчӗк муниципаллă округ мероприятие хăй те тӳрремӗнех хутшăнчӗ. И.Я.Яковлев унта пурӗ 3 шкул уçнă иккен. Çав шкулсенче вӗренекен ачасем Теччӗри Культура керменӗнче курав йӗркелесех шкул историйӗпе паллаштарчӗç.

175 çулхи юбилей тӗлне ЧР патшалăх истори архивӗ тунă парнен хакне вара сăмахпа виçме çук. И.Я.Яковлевăн харпăр фондӗнчи документсене Течче ятарласа илсе килнӗччӗ. Палăртса хăварам, подлинниксене архив урăх ниçта та питех илсе тухмасть. Архив директорӗ Галина Васильевна Ертмакова каланă тăрăх, Иван Яковлевича питӗ хисепленипе кăна çапла тунă вӗсем.

– Эпир килмесӗр пултараймарăмăр. Мӗншӗн тесен Иван Яковлевичăн харпăр тата Чӗмпӗрти чăваш шкулӗн докуменчӗсем пирӗн патра упранаççӗ. Документсем выртмалла кăна мар, вӗсемпе усă курмалла, халăха кăтартмалла. 2018 çулта эпир И.Я.Яковлевăн докуменчӗсен хăш-хăш регионта упраннин переченьне турăмăр. Халăх интересленнине кура кăçал юбилей тӗлне документсен электронлă сборникне йӗркелерӗмӗр. Паян кунта хăй аллипе çырнă автобиографие, вӗренме каяс тесе çырнă заявление, пӗрремӗш тетрачӗсене, халалне, ăçта миçе шкул уçнин тата ытти çав тери кирлӗ документсене илсе килтӗмӗр, – терӗ Галина Васильевна кун пирки.

«И.Я.Яковлевăн педагогика еткерлӗхӗ» наукăпа практика конференцийӗнче докладчиксем патриарх хăварнă еткерлӗх халăхшăн калама çук пысăк пуянлăх пулнине ӗнентерчӗç. Иван Яковлевичăн ӗçӗсене нумай ăсчах тӗрлӗ енчен тӗпченӗ пулсан та, эпир пӗлменни нумай иккен-ха, апла-тăк И.Я.Яковлевăн астăвăмӗ тата пӗр ӗмӗр кăна упранмӗ-ха.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева