Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăнна Кушкине каякан çула тӗпрен юсаса пӗтернӗ

Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялне федераллă автотрассăпа çыхăнтаракан çула туса пӗтернӗ. Çакăн пек хыпар лартнă хăйӗн Телеграм-каналӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов.

Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушки ялне федераллă автотрассăпа çыхăнтаракан çула туса пӗтернӗ. Çакăн пек хыпар лартнă хăйӗн Телеграм-каналӗнче РФ Патшалăх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов. 

«Кăнна Кушки ялӗнче пурăнакансене автомобиль çулне тӗпрен юсаса пӗтернӗ ятпа саламлатăп. Ку вăл паллă ял — чăвашла алфавитăн авторӗн, чăваш халăхӗн просветителӗн Иван Яковлевăн тăван çӗршывӗ. Юбилейпа çыхăннă мероприятисене ӗçтешӗмпе Анатолий Геннадиевич Аксаковпа пӗрле пире чӗннӗччӗ унта. Çавăн чухне ял çыннисем çак ыйтăва çӗкленӗччӗ. Пысăк тав „Татавтодор“ АОна лайăх та паха ӗçшӗн», — тенӗ депутат кӗске пӗлтерӳре. 

Чăн та, çул вăл ял-хула аталанăвӗшӗн стратегилле пӗлтерӗшлӗ объект, пурнăç артерийӗ. Тен, çак чăвашсемшӗн Мекка пулса тăнă ял урлă пысăк хуласемпе — Хусанпа, Шупашкарпа, Ульяновскпа автобус çыхăнăвӗ йӗркеленсе кайсан ял та çамрăкланса çӗнӗрен чечекленӗ. Иван Яковлевичăн çуралнă тăван çӗрне килсе курас текенсем йышлă, килсе кайма майӗсем сахалрах пулни кансӗрлет. Теччӗ районӗшӗн вырăнти туризма аталантарма та çул пысăк усă кӳрет. 

Кăнна Кушкин пуласлăхӗ çутă пуласса шанас килет. Тӗрӗссипе, ку пиртен те, чăвашсенчен, хамăр историшӗн тăнинчен, культура аталанăвӗшӗн çине тăрса ӗçленинчен нумай килет. 
Ирина Трифонова. 
Сăнӳкерчӗксем А. Фарраховăн Телеграм-каналӗнчен.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество