Карап тăвакансен колледжӗ уçăлать
Ешӗлварта 13 çул каялла хупăннă карап тăвакансен колледжӗ кăçал кӗркунне çӗнӗрен уçăлать, унта 200 çын вӗренме пултарать.
Хусанта иртнӗ «Хусан – ислам тӗнчи» экономика форумӗнче «Çурçӗр-Кăнтăр» транспорт коридорӗ пирки нумай калаçрӗç. Раççей эксперчӗсем шыв-шурпа груз, пассажир турттарассине çӗнӗрен йӗркелемешкӗн специалистсем хатӗрлемеллине каланăччӗ. Çитес вунăçуллăхăн чи пысăк проектне Тутарстан пуçăнчӗ тесен те юрать. ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Ильсур Хадиуллин 13 çул каялла хупăннă карап тăвакансен колледжӗ кăçал кӗркунне çӗнӗрен уçăлассине пӗлтернӗ: «ТР Раисӗ Рустам Минниханов йышăнăвӗпе тата «Ак Барс» карап тăвакансен корпорацийӗ тӗрев панипе республикăра çӗнӗ вӗренӳ çулӗнче профессиллӗ вăтам пӗлӳ паракан тепӗр учреждени хушăнать», – тенӗ вăл. Колледжра специалистсем хатӗрлеме квота уйăрнă. Çапла вара «судостроение» специальноçа вӗренме – 90, «монтаж и техническое обслуживание судовых машин и механизмов» – 44, «эксплуатация судового электрооборудования и средств автоматики» специальна вӗренме 49 çамрăка илӗç.
Хамăр специалистем пире чăнах та кирлӗ, мӗншӗн тесен çитес çул Атăлпа Кама тăрăх ытти регионсене пассажирсем турттарма тытăнаççӗ. Çак тӗллевпе кăçал май уйăхӗнче «Тутарстан Республикин флочӗ» АО йӗркеленӗ. Ешӗлварти карап тăвакан завод ăна вӗр-çӗнӗ «Метеор-2020» тата А217-1 пассажир карапӗсене панă та ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев