Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăрлачăн 25-мӗшӗ – студент кунӗ

Тутарстанăн çамрăксен ӗçӗсен çӗнӗ министрӗ хăйӗн студент чухнехи сăнӳкерчӗкӗсене кăтартнă

Ринат Садыков хăйӗн ӗçтешӗсен – министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисен – хушшинчи эстафетăна пуçланă. Çавăн пекех çамрăксен министрӗ студент вăхăчӗсене те аса илнӗ: «Çак вăхăтра манăн професси ӳсӗмӗ тата аталану пуçланчӗ тесе яланах палăртатăп. Тавтапуç наставниксемпе педагогсене. Педагогика университетӗнчи физикăпа информатика факультетне эпӗ 2003 çулта вӗренме кӗтӗм, каярах, 2004-2005 çулсенче факультетри студентсен пӗрлешӗвӗн председателӗ пулса тăтăм, çулталăкран ВУЗăн студент комитетне ертсе пыма тăтăнтăм. Каярах Хусанти студентсен ӗç отрячӗсен центрне, унтан Республикăри студентсен ӗç отрячӗсен центрне ертсе пыма тытăнтăм».  
Министр палăртнă тăрăх, вăл паянхи кунччен те хăйӗнпе пӗрле пӗр ушкăнра вӗреннӗ çынсемпе туслă хутшăнусене тытса пырать. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев