Кашни экспонатра наци колоричӗ
ТР ГМИИ «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче августӑн 13-мӗшӗнче 16:00 сехетре тутарсен декоративлӑ-прикладной искусствине кӑтартакан «Ремесласен поэзийӗ» курав уçӑлать. Экспонатсен хушшинче – сӑран мозаики, тамбурла тӗрӗ, ювелир япалисем тата наци колоритне тӗпе хурса ăсталанă скульптура композицийӗсем.
Проект Габдулла Тукай 140 çул тултарнине халалласа йӗркеленӗ «Символ пулса тăнă сăмах» экспозицин контексчӗпе пӗр килсе ăна туллинрех курма пулăшать.
Унсӑр пуçне курава Августăн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери каллиграфи кунне паллӑ тăваççӗ. «Ремесласен поэзине» уçнă çӗрте çак куна халалласа паллӑ каллиграф, ӳнерçӗ Наджип Наккаш «Тугра-ятран тивекен паллă» (Тугра-персональный знак») каллиграфи енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерет.
«Ремесла поэзийӗ» куравра Тукай сӑмахӗпе тутар нацин пурлӑх культурин сӑнарӗ пӗр-пӗринпе калаçаççӗ тейӗн. Йăлана кӗнӗ ремесласемпе поэт çуралсанах куллен усă куракан савăт-сапа, кӗпе йӗм, кил-тӗрӗшри ытти япала урлă паллашнă. Вӗсем Тукайăн тавракурăмне, шухăшлавне пӗрремӗш кунтан аталантарнă.
Поэт пултарулăхне витӗм кӳнӗ
Ялти ачалӑх тапхӑрӗ – тутар хресченӗсен кил-хуçалăхӗнче усă куракан пиртен çӗленӗ тӗрленӗ япаласем, тумсем, сӑран атӑ-пушмак эрешӗсем – манăçми эстетика. Хусан тапхӑрӗнче поэт пултарулăхӗ çине ылтӑн çиппе тумсене илемлетекен çӗвӗçсен ăсталăхӗ, хулари ювелирсен йӑлисем тата наци театрӗн сценографийӗ пысăк витӗм кӳнӗ.
Курав «САФЬЯН» Фольклорпа промысласене аталантармалли Центр» Тутарстан Республикин Регионти обществăлла организацин «Халӑх пултарулӑхӗн мулӗ» проекчӗн пӗр пайӗ шутланать. Ăна ТР Раисӗн гражданла обществăна аталантарма панӑ грант пулăшнипе ирттереççӗ.
ТР Патшалӑх ӳнер искусствисен музейӗ ку проекта иккӗмӗш хут хутшӑнать. Халӑх промыслисене сыхласа хӑварасси, аталантарасси – унӑн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тăрать.
Курав 2026 çулхи августӑн 13-мӗшӗнчен сентябрӗн 20-мӗшӗччен ӗçлет.
Сăнӳкерчӗксем ТР ГМИИ пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев