Кашни картинăра – ӗç, ӗç çынни
ТР Патшалăх ӳнер искусствисен «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче «Поколение состоявшихся» пӗрлехи курав майӑн 29-мӗшӗнче уçăлчӗ
Тутарстанри ултă паллă художник ӗçӗсенчен тăрать курав экспозицийӗ: Виктор Куделькин, Харис Хайдаров, Борис Майоров, Зуфар Гимаев, Олег Кульпин тата Шамиль Нигматуллин. Çак ӳнерçӗсенчен кăçал кашнин юбилей, кашни республикăри живопись историйӗнче тарăн йӗр хӑварнӑ.
Экспозицире виçӗ тематикӑллӑ зал йышăнакан курав ӗçӗсене тематикăсем тăрăх палăртнă. Пӗрремӗшӗ – совет тата постсовет вӑхӑтӗнчи искусство. Картинăсен тӗп геройӗ ӗç çынни пулса тăрать, кашни ӳнерçӗ пурнăç тыткăчи пулса тăнă ӗçе халалать хăйӗн картинине.
Кунта Виктор Куделькинӑн «Перерыв. Оргсинтез» завочӗ тата Харис Хайдаров «Смена хыççӑн», «Нефть крайӗ» тата ытти те.
Иккӗмӗш зал наци темине, тутар культурин хӑйне евӗрлӗхне кӑтартать, паллах кунта Сабантуйри самантсене кăтртакан ӗçсем нумай. Сӑмахран, Зуфар Гимаевӑн «Батыр» тата Шамиль Нигматуллинӑн «Ыран уяв» картинисенче наци çыннисен кулленхи пурнӑçне куратпăр.
Виççӗмӗш залра ӳнерçӗсен творчествин жанрлӑ тӗрленчӗкӗсене, хальхи çынсен портречӗсене, натюрмортсене куратпăр. Кунта Олег Кульпинӑн «Асанне ӗçӗсем» натюрмортӗсен серийӗ, Борис Майоровӑн «Виолончелист портречӗ», «Вуланӑ хыççӑн», «Аскӑнлӑх» картинисем, çавӑн пекех Зуфар Гимаевпа Виктор Куделькин ӳкернӗ портретсем.
«Поколение состоявшихся» курав – паллӑ ӳнерçӗсене хисеп туни, çав вӑхӑтрах ХХ ӗмӗрӗн иккӗмӗш çурринчи художниксен пултарулӑхӗ Тутарстанӑн историйӗпе тата культурипе тачӑ çыхӑннине туйма май параççӗ.
Виктор Куделькин çуралнӑранпа кӑçал 115 çул, Харис Хайдаров – 100 çул, Борис Майоров – 95 çул, Олег Кульпин – 80 çул, Шамиль Нигматуллин – 75 çул, Зуфар Гимаев – 75 çул тултарнӑ.
«Поколение состоявшихся» курав 2026 çулхи майăн 29-мӗшӗнчен июнӗн 28-мӗшӗччен ӗçлет. 18 çултан кӗçӗнреххисем тӳлевсӗрех кӗрсе курма пултараççӗ, пӗрле документ илме манмалла мар. 14 çултан кӗçӗнреххисене ашшӗ-амăшӗпе кӗртеççӗ.
Сăнӳкерчӗксем ТР ГМИИ пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев