Кăштах кулăш
Крахьян кинеми мăнукне Петюка шывпа пемелли пистолет парнеленӗ. Савăнăçне ниçта хурайман ача тӳрех шыв тултарма чупать. Амăшӗн вара хӗпӗртес кăмăлӗ пач та çук, хăйӗн амăшӗ патне шăнкăравлать: – Анне, астăватăн-и, эпир сана ача чух шывпа пемелли пистолетпа выляса çав тери тарăхтараттăмăрччӗ? Крахьян кинеми чеен кулса: – Астумасăр ара, пит лайăх астăватăп...
Ватă профессор экзаменра:
– Так, кам та кам дисциплинăна 5-лӗх пӗлетӗп тесе шутлать?
Икӗ студент аллине çӗклет. Профессор:
– Парăр зачеткăрсене.
Преподаватель зачеткăсем çине «5» лартать.
– Кам 4-лăх пӗлет?
Пӗр вунă çамрăк аллисене çӗклеççӗ. Вӗсене «4» паллă лартать.
– Кам 3-лӗх пӗлет?
Алă çӗклекенсене çав палла лартса парать профессор.
– Алă çӗклеменнисен экзамена тепӗр хут килмелле пулать.
– Хăш кун килмелле? – ыйтаççӗ студентсем. Профессор шутлать-шутлать те:
– Ну-у... Атьăр паянах. Çапла вара, кам дисциплинăна 5-лӗх пӗлет?..
«Kandinsky» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев