Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кайăк-кӗшӗк грипӗ иртет пулмалла

Июль уйăхӗн 25-мӗшӗнчен çӗнӗ тӗслӗх республикăра урăх палăрман.

ТР Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Ветеринари управленийӗн выльăх-чӗрлӗх чирӗсене хирӗç мероприятисем йӗркелекен уйрăмӗн ертӳçи Александр Козлов пӗлтернӗ тăрăх, кайăк-кӗшӗк грипӗпе лару-тăру лăпкă. Июль уйăхӗн 25-мӗшӗнчен çӗнӗ пӗр тӗслӗх те палăрман.

«Пӗлтӗр республикăра чире 9 ялта тупнăччӗ. Шел, кăçал та ку чир хăй çинчен аса илтермесӗр иртмерӗ. Паянхи кун тӗлне ултă районти 16 ялта, пурӗ 24 харпăр хуçалăхра килти чăх-чӗп кайăк-кӗшӗк грипӗпе чирлерӗ. Телее, июлӗн 25-мӗшӗнчен инфекци палăрнă çӗнӗ ялсем çук. Вăхăтра йышăннă мероприятисем чире сарăлма памарӗç. Инфекци чирӗ иртсе каяс шанăç пур»,– тенӗ вăл «Татар-информа» панă интервьюра.

А.Козлов сăмахӗсем тăрăх, 2004 çултах кайăк-кӗшӗк грипӗ килессине кӗтнӗ пулин те, пӗлтӗрхи çулччен Тутарстанра пӗрре те палăрман. Сăмах май, ют çӗршыври хуçалăхсем те ку чиртен шар кураççӗ. Чир çакăн пек хăвăртлăхпа сарăлнин сăлтавӗ хальлӗхе паллă мар. Хӗл каçма ăшă çӗре вӗçсе каякан вӗçен кайăксенче тесен, вӗсем ӗмӗрӗпех вӗçнӗ. Раççее чире шăпах вӗсем илсе килеççӗ халӗ. Çавна кура нумай регион кашни çул шар курма тытăнчӗ. Тутарстанра та акă харпăр хуçалăхсенчи 1035 пуç килти кайăк-кӗшӗке çунтарма тиврӗ кăçал. Республикăна ку чир хальхинче Чăваш Енрен, тӗрӗсрех каласан, сутлăха илсе килнӗ чӗпсемпе килнӗ. Тӗрӗслев кăтартнă тăрăх, çӳлерех асăннă 24 харпăр хуçалăх шăпах вӗсенчен чӗпсем туяннă пулнă.

Шел те, паянхи кун тӗлне кайăк-кӗшӗк грипӗн чирне тупнă вунна яхăн регион. Кăçал йăлтах Пенза облаçӗнчен пуçланнă, ун хыççăн Саратова, Самарăна, Чăваш Ене, юлашкинчен Тутарстана çитнӗ. Юлашки эрнере тата Марий Элпа Удмурт Республики те çак списока кӗчӗ.

Кайăк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланма йывăр. Çавăнпа та специалистсем чăх-чӗпе малашне нумай çул лайăх пӗлекен предпринимательсенчен, тӗрӗсрех каласан, хăйсен инкубаторӗсенче чăх-чӗп кăларакан Тутарстанри предпринимательсенчен кăна туянма сӗнеççӗ. Мӗншӗн тесен вӗсен хуçалăхӗсене , унти чăх-чӗп сывлăхне ветеринари служби тӗрӗслесе тăрать (малашне тата тăтăшрах). Кайăк-кӗшӗк грипӗ тепӗр çул палăрмасть тесе паянхи кун никам та шантарса калаймасть, çавăнпа ку сӗнӳ тепӗр çулшăн та актуаллă. (Т. Маркова сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство