Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Kazan Digital Week форума регистраци вĕçленмен-ха

Паянхи куна форума хутшӑнма 3,3 пин ҫын регистраци иртнине, вӗсенчен 729-шĕ спикерсен пек хутшăнма шут тытнине пӗлтернӗ ТР Наукӑсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов йӗркелӳ комитечӗн канашлӑвӗнче.

Арменирен, Азербайджанран, Белоруссирен, Болгарирен, Бразилирен, Вьетнамран, Индонезирен, Иранран, Казахстанран, Киргизирен, Монголирен, Нигерирен, Пӗрлештернӗ Араб Эмирачӗсенчен, Перуран, Македонирен тата Турцирен форума хăнасем килĕç.

Паянхи куна хутшӑнакансен шучӗ татӑклӑ мар, регистраци сентябрӗн 19-мӗшӗччен иртме пулать.

Курав зонинче 115 стенд йӗркелеме палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех форума хутшӑнакансемпе хӑнасем симуляторсемпе, «Атом» электромобильпе тата ытти кӑсӑклӑ экспонатсемпе паллашма май пулĕ.

Аса илтеретпӗр, Kazan Digital Week форум Тутарстанӑн тӗп хулинче «Хусан Экспо» курав центрӗн территорийӗнче сентябрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен иртӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум