Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çурчӗн ертӳçи Вера Уканеева грант выляса илнӗ
Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çуртне ертсе пыракан Вера Викторовна Уканеева Тимченко фончӗ ирттернӗ «Добрый спорт» конкурса хăйӗн проекчӗпе хутшăнса çӗнтернӗ, 255 пин тенкӗ грант выляса илнӗ.
Аксу районӗнчи культура учрежденийӗсем грантсем çырас ӗçе питӗ хастар хутшăнаççӗ. Нумай пулмасть кăна-ха Трудолюбово ялӗнчи Культура çурчӗ грант выляса илнӗччӗ. Халӗ акă тепӗр çӗнтерӳ пирки пӗлтерет Аксу районӗн Культура çурчӗ. Ку хутӗнче Кӗçӗн Сӗнчелӗнчи Культура çуртне ертсе пыракан Вера Викторовна Уканеева Тимченко фончӗ ирттернӗ «Добрый спорт» конкурса хăйӗн проекчӗпе хутшăнса çӗнтернӗ, 255 пин тенкӗ грант выляса илнӗ.
Районшăн ку питӗ пысăк çитӗнӳ, ӗçтешӗсем пурте пултаруллă чăваш хӗрарăмӗшӗн Вера Уканеевашăн чунтан савăнаççӗ, унран тӗслӗх илме тăрăшаççӗ.
Вера Викторовна пӗчӗк ялти культура пурнăçне çулталăк тăршшӗпех интереслӗ, тӗрлӗ енлӗ тума тăрăшать – мӗнле кăна мероприяти ирттермест. Хăй кăна мар, йышлă пысăк çемйипе, тăванӗсемпе пӗрле республика шайӗнчи тӗрлӗ конкурс-фестивальсене хутшăнса чăваш халăхӗн чысне хӳтӗлет, йăли-йӗркисене, юрри-ташшине çӳллӗ шайра кăтартать. «Суварта» та ун пирки пӗрре мар çырнă. Чăннипех тӗслӗх илмелли çын вăл. Саламлатпăр!
В.Уканеева архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев