Керчьре вилнисен шучӗ 20-е çитнӗ
Керчь çыннисемпе пӗрле Тутарстан та хурланать. Хусанти Ленинский садик патӗнче импровизациленӗ мемориал патне ӗнертенпе çынсем чечексем килсе хураççӗ.
Ӗнер кăнтăрла Керчьри политехника колледжӗнче пулнă хăрушă инкекре вилнисен шучӗ паян 21 çитнине хыпарлаççӗ массăллă хыпар хатӗрӗсем. Аманнисем вун-вун çынна яхăн. Вӗсене Крым тата Краснодар больницисене ăсатнă. Аса илтеретпӗр, ӗнер кунта взрыв кӗрленӗ тата çынсене пăшалпа пенӗ. Ӗнер ку преступление теракт пек хакланăччӗ. Тӗрӗслев кăтартнă тăрăх, «иккӗ е ытларах çынна хăрушла майпа вӗлерни» статьяпа улăштарнă. Ирсӗрле ӗçе колледжăн 4-мӗш курс студенчех тунă-мӗн. 18 çулти Владислав Рослякова пулăшакансем пулни паллă мар. Вăл пӗчченех тунă çак хăрушла ӗçе. Взрывчаткине те хăйех ăсталанă. Сентябрь уйăхӗнче законлă майпах пăшаллă та пулнă. Чăн та каччă пăшал туянма – 300 пин, патронсем валли – 13500, пăшала упрамалли шкап валли 5 пин тенкӗ ăçтан илни ыйту çуратать. Сăмах май, каччă хăй те перӗнсе вилнӗ.
Инкекре нумай çыннăн пурнăçӗ татăлнăран Крымра виçӗ кун траур пулнине, вилнисен çемйисене 1 миллионшар тенкӗ пулăшу панине тата патшалăх шучӗпе пытарассине пӗлтернӗ.
Чăнах та пысăк çухату, Керчь çыннисемпе пӗрле Тутарстан та хурланать. Хусанти Ленинский садик патӗнче импровизациленӗ мемориал патне ӗнертенпе çынсем чечексем килсе хураççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев