Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Хăçан камран ертнине аса илме те, тупса палăртма та хӗн

Хальхи вăхăтра вируса çынсем тулашран илсе килни сахал тӗл пулать. Халӗ вăл ытларах вырăнти çынсем пӗр-пӗрне ертнипе ӗрчет: коллективсенче хутшăннипе сарăлать, тус-тăвансем тӗлпулнипе.

Коронавирус хăрушлăхнне унран пуçлăхсем те сыхланайманни кăтартса парать. Мишустин, Песков, Кадыров... Халӗ ак тата Тыва пуçлăхӗ Шолбан Кара-оола та госпитализацилени çинчен хыпар çитрӗ.

Çӗнӗ инфекци куçа курăнмасть, çынна ерсен унăн инкуцбаци вăхăчӗ те вăраха тăсăлать. Çавăнпа та хăçан камран ертнине аса илме те, тупса палăртма та хӗн. Çавăнпах правона сыхлакансем те, пуçлăхсем те, тухтăрсем те пире асăрхаттарсах тăраççӗ – çынсемпе сахалтарах тӗлпулмалла, лавккана-мӗне маска тата перчеткесем тăхăнса кӗмелле, алăсене час-часах çуса тасатмалла.  

Иртнӗ эрне вӗçӗнче ТР Президенчӗ те ӗçлекен организацисен, суту-илӳ предприятийӗсен ертӳçисене çирӗп асăрхаттарчӗ: хăрушсăрлăх нормисене пăхăнмасан – яваплăх питӗ пысăк.

Хальхи вăхăтра вируса çынсем тулашран илсе килни сахал тӗл пулать. Халӗ вăл ытларах вырăнти çынсем пӗр-пӗрне ертнипе ӗрчет: коллективсенче хутшăннипе сарăлать, тус-тăвансем тӗлпулнипе.

Çынсен явапсăрлăхне пула вирус алхасма чарăнаймасть, пирӗн ирӗксӗр «каникулсем» малалла тăсăлаççӗ. Çавна пула кам-тăр ӗçе тухаймасăр иккӗмӗш уйăх килте ларать. Кашнийӗн тенӗ пекех çемье, коммуналка тӳлевӗсем тата ытти те. Укçасăр татса парайман ыйтусем пухăнсах пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев