Хăçан хӗлле пӗтӗ-ши?
«Пулма пултарать» - малалла мӗн пулассинче иккӗленекен синоптиксен тӗп сăмахӗ
Гидрометцентр Тутарстанра пӗлӗтлӗ, юрлă çанталăк пуласса кӗтеççӗ. Çӗрле тата ирхине йӗпе юр çăвать, вăл çумăрпа ылмашăнма пултарать. Республикăри уйрăм районсенче юр хӳме пултарать, çулсем çинче пăрлак пулас хăрушлăх та пур. Çӗрле сывлăш температури -2 градус таран анма пултарать. Кăнтăрла +5 градус, хӗвелтухăç енчи районсенче +8 градус таран пулма пултарать.
Çула тухнă автомобилистсен асăрхануллăх çинчен манмалла мар. Кăнтăрла тӗлне Тутарстан хӗвеланăçӗнчи районсенче çулсем çинче пăрлак тата лупăнцă (йӗпе юр) пулас хăрушлăх пысăк. Вырăнӗ-вырăнӗпе юр хӳсе кайма та пултарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев