Хăвна мухтаттарас килсен тăваттăмӗш хут та уяв ирттерӗн
Шăмăршăпа Çӗпрел районӗсен чиккине Кăтра патша палăкне лартнăранпа хăш-пӗр чăвашсем ниçта кайса кӗре пӗлмеççӗ. Палăкне лартнă хыççăн та ун çумне пухăнса уяв ирттерчӗç, Шăмăршă пуçлăхӗсем ăна килсе курсан та уявччӗ Кăтрак çумӗнче, халӗ тата официаллă майпа тепре те уçса уявларӗç.
Анчах ялан çав питсене куратпăр эпир асăннă вырăнтан ярса панă сăнӳкерчӗксенче: Николай Кондрашкин тата скульпторăн çывăх çыннисем, Чӗмпӗрти активистсем, хӗрарăм-çыравçăсем тата Тимӗрпе Болгарский. Хальхинче унта Хусанти таврапӗлӳçӗсемпе Юхма Мишши хутшăннă пулин те, виçӗ уçăлура та çын шучӗ 40-50 çынран иртмест. Вӗсем пурте, ятлă, сумлă. Анчах та ахаль халăх палăка уçнă çӗрте çукпа пӗрех. Мӗншӗн апла пулса иртет-ха: «Ут çинчи Кăтрак» скульптура композицийӗ ачасем вылямалли тăхланран тунă юланут-салтака аса илтернипе-и е вырăнти чăвашсем шкулти истори урокӗсенче çак патша çинчен вӗренменнипе-и? Монумента ятарласа çул хӗррине, ытларах çынсем курччăр тесе лартса хунă-çке-ха.
Кам вăл Кăтрак? Хăш ялтан пулнă вăл? Вырăнти çын мар-тăк, мӗншӗн унăн палăкне Шăмăршăпа Çӗпрел чиккине лартнă? Вырăссем историческая привязка теççӗ. Ӗлӗк Пăлхар патшалăхӗн чикки кунтан иртмен. Хырла чаракне тунă вăхăтра Кăтракăн ӗнтӗ шăмми те çӗрнӗ-тӗр. Истори кӗнекисенче вӗрентнӗ тăрăх, Çӗпрел тăрăхӗ те, Шăмăршă вулăсӗ те Чӗмпӗр кӗпернин Пăва уесне кӗнӗ. 1920-мӗш çулсенче республикăсем йӗркеленсен тин кунта административлă чикӗ лартаççӗ.
Ну юрӗ, лартнă – пултăр тейӗпӗр. Çӳллӗ, мăнаçлă, аван. Анчах та ăна, Чăвашпа Тутар республикисем хушшинче тăнăран, тăваттăмӗш хут та уçма пултараççӗ-вӗт. Калăпăр ЧР Пуçлăхӗ тата Тутарстан Президенчӗ хутшăннипе. Юлашки вăхăтра регионсем хушшинче хутшăнусем самай ăшăнчӗç темелле. Николаев Атăлçи Пăлхар ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнине уявлама Тутарстана килнӗччӗ. Миннихановпа Мухаметшин Сиктӗрмери Уявра кунӗпе чăваш кӗпи тăхăнса çӳрерӗç. Шутласа пăхсан, пӗрлехи мăн асаттен палăкӗ умне чечек çыххи те хума ним мар пултараççӗ вӗт вӗсем.
Вара чап шыракансене пысăкрах награда та пама пултарӗç.
Сăнӳкерчӗксем Чăваш наци конгресӗн пресс-службин социаллă сетьри страницинчен тата Оловянныесолдатики.рф сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев