Хӗçпе çапăçасси алăпа сулкалашасси мар
Программăн тӗп мероприятийӗ – Руç, Ылтăн Урта, Европăри юланутçăсен çапăçăвӗ.
Пăлхарти историпе архитектура музей-заповедникра çулсерен иртекен «Аслă Пăлхар» вăтам ӗмӗрсенчи çапăçу фестивалӗ кăçал çитес канмалли кунсенче, урăхла каласан августăн 11-12-мӗшӗсенче, пулать. Кашни çул вăл Раççейри çӗр-çӗр çынна пухать. Программăри тӗп мероприяти – Руç, Ылтăн Урта, Европăри юланутçăсен çапăçăвӗ, ухăпа, бугуртпа перессипе турнирсем. Унта Федерацин Атăлçи, Тӗп, Урал тата Çӗпӗр округӗсенчи истори реконструкцийӗн клубӗсем хутшăнаççӗ.
Кунсăр пуçне фестивальте ташă ушкăнӗсен ташшине, факелпа фаер-шоу курма пулать. Мастер-классенче Ирланди, бал ташшисене, хӗçсемпе çапăçма, авалхи ал ăсталăхне вӗрентеççӗ. Чи пӗчӗккисем валли ача-пăча площадкисем йӗркелеççӗ. Аслăраххисем валли çар машинисен площадки, ухăпа арбалет тирӗ ӗçлет.
Фестивале харпăр машинăсемсӗр пуçне автобуспа та çитме пулать. Унта Хусанти «Южный» автовокзалтан Хусан – Пăлхар рейспа çӳрекеннисемпе е Хусан юханшыв портӗнчен катерпа çитме май пур. Кунсăр пуçне ятарлă автобуссем те йӗркелеççӗ, вӗсем шăматкунпа вырсарникун çула тухаççӗ. Расписани çапларах:
Хусан – Тӗп стадионран 8.00 сехетре;
Элмет – «Панорама» суту-илӳ центрӗ умӗнчен 7.00;
Çырчалли – «Квартал» суту-илӳ центрӗ умӗнчен 7.00;
Анат Кама – «Кама» хăна çурчӗ умӗнчен 07.30;
Ульяновск – «Дом связи» умӗнчен 10.00 (вырăнти вăхăтпа) сехетсенче.
Автобуссем каялла шăматкун 22.00. вырсарникун 18.00 сехетре Пăлхар музей-заповедник парковкинчен килме тухаççӗ. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн»).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев