Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАН ЕВРОПА ВĂЙЙИСЕНЕ ЙЫШĂНАСШĂН

Хусанта тӗнче шайӗнчи спорт уявӗсем малашне тата пулас шанăç пур, çак кунсенче вăл Европа вăййисене ирттерме заявка панă.

Хусан хăçан та пулсан Олимп вăййисене йышăнсан, кӗтменлӗх пулмасть, мӗншӗн тесен çак ӗмӗт патне кашни çул çывхарать.Тин кăна 2023 çулта Европа вăййисене ирттерме завка панă вăл. Раççей Олимп комитечӗ вара шухăша ырланă кăна. Çакна РОК ертӳçи Станислав Поздняков Тутарстанра паянхи кун Раççей кăна мар, тӗнче шайӗнчи спорт инфраструктури пуррипе, хула хуть мӗнле мероприятие, çав шутра Олимп вăййисене те, çӳллӗ шайра ирттерме пултарайнипе сăлтавлать.

Аса илтеретпӗр, 29 спорт тӗсӗпе иртекен Европа вăййисем пуçласа пӗрремӗш хут 2015 çулта Бакура (Азербайджан) пулнă. Иккӗмӗшне Хусанпа Сочи хăй патӗнче ирттерес тесе кӗрешнӗ, анчах пысăк ăмăрту вырăнне Минска суйласа илнӗ. Беларуси тӗп хули Европа вăййисене кăçал июнь уйăхӗнче йышăнать. Ун чух ăмăртусем 20 спорт тӗсӗпе пулӗç. ( Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт