Хусанкай пуринчен те иртсе кайнă
Хакерсен ӗçӗ ку е сайтри йăнăш – эпир калаймастпăр. Тен, чăнах та Чăваш Республики сасăлама хускалнă-тăр поэтăмăршăн
Тутсратанăн чи лайăх 100 çыннине халалланă «Хăвăн ентешӳшӗн сасăла» конкурсра акă ӗнтӗ 4-мӗш кун Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай малта пырать. Ку кăтарту сенсаципе пӗр танах. Пирӗн литература корифейӗшӗн пӗтӗмпе сасăлакансен 53 проценчӗ сасă парать.
Петӗр Хусанкай рейтингӗ кӗçнерникун каçран ӳсме пуçларӗ. Сайтра чи нумай сасă пухнă йӗлтӗрçӗ те 7 пин ытла сасă пухнăччӗ вăл вăхăта. Чăваш халăх поэтне кăмăллакансен шучӗ 680-ран 20 пин çынна çитрӗ. Тепӗр куне вăл 50 пин ытла сасă пухнăччӗ. Вырсарникун 102 пин сасă пухрӗ Элкел районӗн мухтавлă ывăлӗ.
Хакерсен ӗçӗ ку е сайтри йăнăш – эпир калаймастпăр. Тен, чăнах та Чăваш Республики сасăлама хускалнă-тăр поэтăмăршăн. Е, наци мухтавӗ Сиктӗрмере çуралса ӳснине шута илсе (унта хальхи вăхăтра КПРФ майлисен хуçалăхӗ ӗç çавăрттарса янă), компартире тăракансем тытăннă-и сасă пама ун майлă – татса пӗтӗмлетме çук.
Сăмах май, Элкел районӗнче мӗн пур халăха шçута илсен те 18 пин ытла çын кăна пухăнать. Тутарстанри чăвашсене мӗн пурне пуштарсан та 116 пин çын кăна пухăнать. Çапах паяна Петӗр Хусанкай кăтартăвӗ 105 пине çитсе пырать. Вăл сасăлав списокӗнче абсолютлă лидер. Хăçанччен çапла пулать-ши – пӗлместпӗр. Çапах кăтарту савăнтарать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев