Хусанта гуманитари пулăшăвӗ пуçтараççӗ
Атăлçи физкультурăпа спорт тата туризм университетӗнче Украинăн Кăнтăр-Хӗвелтухăçӗнчен ирӗксӗр куçса килме тивнӗ çынсем валли гуманитари пулăшăвӗн центрӗ уçăлнă
#МЫВМЕСТЕ центр мартăн 10-мӗшӗнче уçăлнă. Вăл ирхине 9:00 сехетрен пуçласа 18:00 сехетчен ӗçлет. Пулăшу пухакан центра кирек кам та килсе пулăшу кӳме пултарать. Ача апатне йышăнаççӗ, пластик савăт-сапине, ачасене пăхмалли япалассене, йывăр чирлисене пăхмалли хатӗрсене, вырăн сармалли япаласене, çăвăнмалли, шăл тасатмалли хатӗрсене, аслисем тата ачасем валли тумтире, канцеляри хатӗрӗсене, маскăсемпе перчеткесене йышăнаççӗ.
Пӗрремӗш патрие ăстама хатӗр те ӗнтӗ. Ку вăл 100 одеялпа 100 минтер, вӗсене университет уйăрса панă.
Гуманитари пулăшăвӗ йышăнакан #МЫВМЕСТЕ центр Хусанта Деревня Универсиады урамӗнчи 35-мӗш çуртра вырнаçнă, Йышăну комиссине кӗмелли çӗрте. Ыйтса пӗлмелли телефон: 294-90-84
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев