Хусанти Московски пасарне 175 миллионла сутса янă
Хусанта Московски пасарне сутасси пирки йӗркеленӗ аукцион вӗçленнӗ Объект торгинчен 175 миллион тенкӗпе кайнă
Пасар акцийӗсен 100 процентне «Казантик» тулли мар яваплăхлă пӗрлешӳ туяннă, вăл акцисен тулли муниципаллă пакечӗшӗн чи пысăк хак панă. Пасара сутаканӗ – Хусан ӗçтăвкомӗн Çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен комитечӗ.
Аукцион документацийӗ тăрăх çакă паллă пулчӗ: «Московский рынок» акционерлă обществон пурлăхӗн шутне 4 пин тваткал метрлă пурнăнмалли мар пӳлӗмсем, Шамиль Усманов урамӗнчи 7,2 пин тваткал метр, Энергетиксен урамӗнче 6,6 пин тваткал метр икӗ çӗр участокӗ пур. Юлашки хальхи вăхăтра кредит договорӗпе Хусан банкӗнче салукра. Çавăн пекех пасар 1,3 гектар çӗрпе усă курать. Московски пасарӗ Хусанти чи ватă пасарсенчен пӗри, ăна 1976 çулта уçнă. Ăна аукцион урлă пӗрре мар сутма хăтланнă. Малтан старт хакне аукционра 250 миллион тенкӗпе лартнă пулнă. 2015 çулта объект хакне 175 миллион тенке чакарнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев