Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

КИЛТЕН ТУХМАСĂРАХ ТУЯН, СУТ

Маркетплейссенче суту-илӳ йӗркеленӗ усламçăсен шучӗ Тутарстанра 2020 çултанпа 100 (!) хут ӳссе 32 пине çитнӗ

2020 çултанпа интернетри суту-илӳ ӳсет. Пандемипе кăна мар, лавккасенчи хаксемпе ассортимент улшăнса тăнипе те çыхăннă иккен ку. Урăхла каласан, интернет урлă туянсан çемье бюджечӗ самай перекетленнипе. Тепӗр енчен, электронлă суту-илӳ тавар кăларакан хамăр производительсемшӗн продукцие вырнаçтармалли лайăх площадка, текех туянакана шыраса хăшкăлмалла мар вӗсен.

Маркетплейссенче суту-илӳ йӗркеленӗ усламçăсен шучӗ Тутарстанра 2020 çултанпа 100 (!) хут ӳссе 32 пине çитнӗ. Кун çинчен ТР Президенчӗн пулăшуçи Фарид Абдулганиев «Татар-информра» иртнӗ черетлӗ пресс-конференцире пӗлтерчӗ.

Спикер интернетри суту-илӳ çӗнӗ ӗç вырăнӗ йӗркеленине палăртрӗ. Экспертсен тишкерӗвӗ тăрăх, маркетплейса тухнă пӗчӗк бизнес вăтамран – 2, вăтам бизнес – 5, пысăк бизнес 30 çӗнӗ ӗç вырăнӗпе тивӗçтерет. 2021 çулта Тутарстан интернет суту-илӳпе çыхăннă сферăра 55 пин ӗç вырăнӗ йӗркеленӗ. Апла-тăк, халăха ӗçпе тивӗçтермелли çӗнӗ мел. Фарид Абдулганиев ку опыта Китайри ӗçтешӗсенчен илнине пытармарӗ. Вăхăтӗнче электронлă суту-илӳ китайсене экономикăна аталантарма, халăха ӗçпе тивӗçтерме питӗ пулăшнине каларӗ. 

Электронлă суту-илӗвӗн аталанăвӗпе Тутарстан Федерацин Атăлçи округӗнче пӗрремӗш вырăнта. Тӗнчери çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр регионта лайăх аталанать вăл. Маркетплейса кӗнӗ Тутарстан предпринимателӗсем пӗрремӗш çур çулта 25 миллиард тенкӗ тупăш илнӗ, çулталăк вӗçленнӗ тӗле 50 миллиард тенке çитесси куçкӗрет. Раççейӗпе илсен, кăçал çур çулта электронлă суту-илӳ пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен 11,2 процента ӳссе (пӗлтӗр 8,8 процент) 2,2 триллион тенкӗпе танлашнă.

Интернетри суту-илӳ ӳсет, унăн малашлăхӗ пур-тăк, паллах, хушма инфраструктура кирлӗ. Тутарстанра салатакан центрсен строительстви пирки калаçусем пыраççӗ хальхи вăхăтра. Wildberriesăн центрӗ Хусан çывăхӗнче 100 пин тăваткал метр, Ozonăн 37 пин тăваткал метр лаптăксене йышăнаççӗ. KasanExpress та 225 пин тăваткал метр лаптăкра фулфилмцентр (вак таварсене упракан, чӗркекен центр) строительствине пуçăннă.

Интернет-лавккасенчен килекен таварсене паракан пунктсене республикăн пысăк хулисенче кăна мар, район центрӗсенче те уçнă. 

Электронлă суту-илӳ хальлӗхе пирӗн экономикăшăн çӗнӗлӗх. Çавăнпа маркетплейссемпе ӗçлеме кадрсем çитмеççӗ. Республика ку енӗпе тӗллевлӗн ӗçлеме пуçланă. Хальхи вăхăтра электронлă суту-илӳ компетенцийӗпе пурӗ 2050 çын вӗренет. Вӗсем ытларах хуласенчен, районсенчен вара хальлӗхе 1-2 çынран ытла мар. 

«Маркетплейспа ӗçлекен менеджер» специальноçӗпе çулталăкра 1000 специалист хатӗрлеме йышăннă. Вӗсенчен 204-шӗ вӗренсе пӗтернӗ ӗнтӗ, 47-шӗ хальхи вăхăтра экзаменсем тытать, тепӗр 91-шӗ вӗренет-ха.

Сăмах май, ку специальность хальхи вăхăтра питӗ кирлисенчен пӗри пулнăран, тупăшлă. Вăтам ӗç укçи 54 пин тенкӗ.

 Палăртса хăварам, электронлă суту-илӳпе çыхăннă компетенцисемпе специальноçсене «Демография» наци проекчӗпе тӳлевсӗрех илме пулать. Унта ӗçпе тивӗçтерӳ центрӗсенче тăракан ӗçсӗр граждансем, 50 çултан иртнӗ пенси çулӗнчисем, ачапа декрет отпускӗнче ларакан тата  ачи 7 çул тултарман ӗçсӗр аннесем, 35 çула çитмен çамрăксем, ДНР, ЛНР тата Украинăран тарса килнӗ граждансем хутшăнма пултараççӗ. Анчах тӗп услови пуриншӗн те пӗр: вӗренсе тухнисем ӗçе вырнаçмалла е предприниматель, фермер пек регистрациленсе харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулмалла. Енчен те çак условисене пурнăçламасан, вӗренӳшӗн тăкака саплаштарма тивет. 

 Маркетплейса кӗрес шутлă, анчах мӗнрен пуçламаллине пӗлменнисем валли «онбординг» услуга ӗçлет. Предпринимателе кунта алăран çавăтса тенӗ пек маркетплейсра ӗçлеме вӗрентеççӗ. Чăн малтан хăйсен страницине уçма, таварне ятарлă фотосесси йӗркелесе электронлă площадкăна вырнаçтараççӗ, пӗрремӗш туянакан тупăниччен пулăшаççӗ. Ку услуга та хальлӗхе тӳлевсӗр. Усă курса юлма васкамалла. Маркетплейссене кӗнӗ сутуçăсем йышланса пыни, интернет-лавккасенче туянма заказсем нумайланни чăнах та ку сферăн малашлăхӗ пуррине кăтартать. Фарид Абдулганиев калашле, электронлă суту-илӗве тимлӗхе уйăрса Тутарстан хальхинче те йăнăшмарӗ. Çӗнӗ технологисем аталанма çӗнӗ майсем туса параççӗ, хутшăнма кăна шикленмелле мар.

Материалсене Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: бизнес