Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ садик çине пăхма хăрушăччӗ

Ял канашӗн пуçлăхӗнче 1991 çултанпа ӗçленӗрен, аван пӗлет вăл: вăхăтла тутарса хăвармасан, кайран кирек хăш япалана та ӗçе кӗртме йывăр. 

Çапла калаççӗ паянхи вăхăтра ачисене районти чи çӗнӗ ача садне илсе çӳрекен амăшӗсем. 
Аксу районӗнчи Кивӗ Ильтрекьел ял хутлăхӗнче юлашки çулсенче Президент программипе икӗ Культура çурчӗ туса хунă. 200 çын шăнăçтараяканнине Ильтрекьелӗнче, 50 вырăнлине Енрусьелӗнче. Çитменнине ача садне те кӗске хушăрах хăпартса лартнă. Ăна кăрлач уйăхӗнче хута янипе картисене тытса ӗлкӗреймен. Çапах, ял хутлăхӗн ертӳçи Валерий Альметкин ăна çу-хута туса пӗтерттерме ӗмӗтленет. 
Ял канашӗн пуçлăхӗнче 1991 çултанпа ӗçленӗрен, аван пӗлет вăл: вăхăтла тутарса хăвармасан, кайран кирек хăш япалана та ӗçе кӗртме йывăр. 
Çапах ача сачӗпе кивильтрекьелсене питӗ ăннă. Районӗпе те кун пек хальхи йышши садик çук. Унта чи çӗнӗ технологисемпе тунă пӳлӗмсем, оборудовани тата ытти те. Воспитателӗсем те кăмăлпах ӗçлеççӗ.  
Благоустройство текен ăнлав ял çыннисемшӗн ют мар ӗнтӗ халӗ. Ӗлӗкхи пек урамсенче çупӗ-çапă йăваланса выртнине курмастăн халӗ, пӳрт умӗсене те тирпейлеттереççӗ. Çыннăн шухăшлавне улăштарма пӗр çул кăна кирлӗ мар, çапах та чун илем патне туртăннине хирӗç кайма çук. Тӗслӗхсем те çук мар. Ял поселенийӗнче парксем ӳссе пыраççӗ. Çӗнӗ учрежденисенче ӗçлекенсем те тавралăха хăтлăх кӗртессипе ӗçлеççӗ. Акă, тӗслӗхрен, Культура çуртне тултан пӗчӗк архитектура формисемпе илемлетнӗ. Куçа савăнтарать ял илемӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: культура