Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Ӳсел вăтам шулӗнче вӗренекенсем ватăсене уявпа саламларӗç

Ватăсен кунӗнче Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗнче 4-мӗшпе 5-мӗш классенче вӗренекенсем Аксу районӗнчи Федоровка поселокӗнчи интернат-çуртра пулчӗç. Унта пурăнакан ватăсемпе инвалидсене – кинемейсемпе мучисене – уяв концерчӗ кăтартрӗç.

Беловка ялӗнчи «Шур çăл» фольклор ушкăнӗпе пӗрле ачасем çулланнă çынсем валли хатӗрленӗ культура программинче юрăсем, сăвăсем, ташăсем пулчӗç. 

«Ватлăх савăнма» акци витӗ­мӗпе ачасем хăйсем тӗллӗн ха­тӗрленӗ открыткăсем çине ăшă сăмахсем çырса ватăсене парнелерӗç. 

Анчах чи пӗлтерӗшли сцена çинче мар, интернат-çуртра хă­йӗнче пулса иртрӗ. Халиччен шавлама юратакан, лара-тăра пӗлмен шухă ачасем хăйсене тӗлӗнмелле шăп, лăпкă тытрӗç. Куракансем тав туса алă çупни, кăмăлӗсем çемçелнипе шывланнă куçӗсенче савăнăç пайăркине курни хавхалантарчӗ те вӗсене, иментерчӗ те. Вӗренекенсем ватăсене ăшшăн саламласа ырă сунчӗç, ытларах савăнăç парнелеме тăрăшрӗç. Çак кун ачасемшӗн этемлӗх, ыркă­мăллăх урокӗ пулса тăчӗ. 

Эпир хамăрăн вӗренекенсемпе чăннипех мухтанатпăр. Вӗсем интернат-çуртра лартнă концерт­ра ватăсене хăйсен чунран тухакан ăшшине парнелерӗç. Кинемейсемпе мучисем патне тата та çитӗпӗр, мӗншӗн тесен çакăн пек тӗлпулусем ачасене те, ватăсене те кирлине ăнланатпăр. 

Ватăсен кунне халалланă ме­­­роприяти «Ты да, я да, мы с то­бой» юрра пӗрле юрланипе вӗçленчӗ. Çак мероприятие хатӗрлесе йӗркелекенсене – Ки­вӗ Ӳсел вăтам шкулӗн директорне Любовь Владимировна Гавриловăна, директорăн воспитани енӗпе канашçине Лидия Николаевна Черновăна тата уйрăмах 4-мӗш класра вӗренекенсен класс ертӳçине Людмила Денисовна Левашовăна пысăк тав. Çакăн пек пархатарлă çынсем тăрăшнипе ăрусен пӗрлӗхне сыхласа хăваратпăр та.

 

Лидия ЧЕРНОВА.

Аксу районӗ, 

Кивӗ Ӳсел.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев