Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кивӗ Шемӗршелӗнчи Шарфутдиновсен утарӗ окоп çуртисем валли 55 килограмм ăвăс панă

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗ Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Шемӗршелӗнчи Ильдар Радикович Шарафутдинова тав тăвать.

 Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпа 4 çул... Хăшӗ-пӗри, тӗпрен илсен СВО хăйсене пырса тивменнисем, ку темăран ывăнса çитни те сисӗнет. Анчах фронтрисем валли ырми-канми маскировка сеткисем çыхакан, окоп çуртисем ăсталакан, апат-çимӗç типӗтекен, ытти çав тери кирлӗ нумай-нумай ӗç тăвакан, хăрушлăха пăхмасăр гуманитаркăна фронта леçекен волонтерсем çинчен мар ку сăмахсем. Вӗсем яланхи пекех окоприсемпе пӗрле, салтаксене хамăрăннисемпе юттисем çине уйăрмасăр пулăшаççӗ. Ырă ӗçре вара чикӗ çук.

Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗн «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗ пирӗнпе çыхăнса Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Шемӗршелӗнчи Ильдар Радикович Шарафутдинова тав тума ыйтрӗ. Çак ялти Шарафутдиновсен утарӗ кăçал январь уйăхӗн вӗçӗнче вӗсене питӗ пысăк пулăшу панă иккен. Окоп çуртисем валли 55 килограмм ăвăс (воск) кӳнӗ. Çӗпрел ăвăсне хутăштарса ăсталанă окоп çуртисене фронта парса янă та ӗнтӗ. Салтаксене вăрăм хӗл каçӗсенче çутатасса, сивӗре кăшт та пулсан ăшăтасса çав тери шанаççӗ волонтерсем. Мӗншӗн тесен окоп çуртисене вӗсем ăвăспа парафин кăна мар, хăйсен чун ăшшине те хушаççӗ. (К.Махмутов сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Своихнебросаем