Уписем çыхнă маскировка сеткисене илсен салтаксем тав туса çыраççӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшас ӗç малалла пырать. Кивӗ Упи ялӗнчен тухнă Александр Васильевич Кудряшова пулăшу кӳнӗшӗн – марля тӗркипе тивӗçтернӗшӗн – чӗререн тав тăватпăр. Волонтерсем унран кирлӗ калăпăшлă тăрăхсем касса кăларса, суран çыхмалли материалсем хатӗрлерӗç, кирлӗ çӗре ăсатрӗç те ӗнтӗ.
Çаплах маскировка сеткине яваклас ӗç те кал-кал малалла пырать. Иртнӗ хӗлле çыхма пуçланăранпа ку таранччен 55 сеть хатӗрлесе ăсатнă. Чун-чӗре ăшшипе çыхнăскерсем салтаксен пурнăçне çăлса хăварма пулăшаççӗ.
– Эпир хăюсем касса хатӗрленипе пӗрлех çыхас ӗçе те хутшăнатпăр, – теççӗ куллен тетел çыхма çӳрекен хастарсем. – Тылпа фронт юнашар пулни салтаксене çӗнтерӳ патне çывхарма пулашасса шанатпăр, Тăван çӗршыва хӳтӗлекенсем килӗсене ырă-сывă таврăнасса кӗтетпӗр.
– Хӳтӗлекен сеть çыхмашкăн малтан хăнăхма йывăртарахчӗ, анчах хăнăхрăмăр. Çӗнӗрен килекенсене яланах хапăл эпир, вӗрентетпӗр, йывăр темелли çук, – терӗç теприсем.
– Пӗр хăнăхнă ырă ӗçрен юлас та килмест. Кашни ир ӗçе кайнă пекех утатпăр, – теççӗ мăшăрлă Люсяпа Николай Адъютантовсем. - Килте ахаль лариччен пӗрле ӗçлетпӗр те, калаçатпăр та. Ыратнисем те манăçаççӗ вăхăтлăха.
Валентина Савина, шкулта ачасене вӗрентнӗскер, чи малтан çитсе тăрать.
– Шкулта ӗçленӗ чух урока чӗнекен шăнкăрава хăнăхнă та халь те васкаса утатăп кунта, кая юлас килмест, – тет çирӗппӗн.
Пурте ырми-канми тăрăшаççӗ, çавăнпа ӗçӗ те кал-кал пырать.
Кунне пӗрер тетел çыхма та ӗлкӗреççӗ кӗмӗл çӳçлӗскерсем. Салтаксем вӗсен ӗçӗпе кăмăллă пулнине, кирлӗ те сăваплă ӗç тунине пӗлтерсе тав туса çыраççӗ.
Сетка çыхма кирлӗ хатӗрсене туянма укçа-тенкӗ куçарнă ентешсем те тав сăмахне тивӗçлӗ. Йывăр вăхăтра пӗр шухăшлă пулса ырă та сăваплă ӗçрен айккинче юлманни унăн пӗлтерӗшне тата та çирӗплетет.
Пӗрле эпир вăйлă! Тылпа фронт пӗрлешсен Çӗнтерӳ пулатех!
Юрий Адъютантов.
Çӗпрел районӗ,
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев