Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кивви те ҫӗнни пекех лайӑх ӗҫлет

МЧС ӗҫченӗсем ҫӗнӗ пушар техникине мухтаҫҫӗ, вӗсен уҫҫисене ҫӑлавҫӑсене паян Рустам Минниханов панӑ.


Пурӗ 33 автомобильпе пуянланнӑ МЧС-никсен паркӗ. 17 ҫӗнӗ КАМАЗ, 12-шӗ юсаса ҫӗнетнисем, 4 ҫӑмӑл машина.
"Капремонт – Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов тӗрев панӑ уникаллӑ программа. Реставрациленӗ машинасем ҫинче агрегатсене улӑштарнӑ, вӗсене машинасен хӑватне ӳстерекен тата топливона перекетлеме май паракан дизель двигательсем вырнаҫтарнӑ. Программа пулӑшнипе 3 ҫул хушшинче эпир 130 единица техника реставрацилерӗмӗр ӗнтӗ, – тесе пӗлтернӗ Тутарстан Республикинчи МЧС Управленийӗн пуҫлӑхӗ Рафис Хабибуллин.
Ҫӗнӗ тата юсаса ҫӗнетнӗ машинасене пушарпа кӗрешекен подразделенисене панӑ. Вутпа кӗрешекенсем техника пахалӑхӗ лайӑхланнине палӑртнӑ. Тӗслӗхрен, пушар машинисен шыв саппасӗ ӳснӗ.
"Малтан шыв бакӗ 2,5 кубометрччӗ, ҫӗнӗ машинасене вӑл 8 куба ҫитет. Ку пирӗн ӗҫе самай ҫӑмӑллатать,– тесе каланӑ Алексей Алтынов водитель. Вӑл техникӑри ҫӗнӗ насоссемпе тата электроникӑпа та кӑмӑллӑ.
Вутпа кӗрешекенсене пушар машинисен уҫҫисене парас церемони паян "Казан" ҫемье центрӗ патӗнче иртнӗ. Ҫӗнӗ техникӑна туянма республика бюджетӗнчен 180 млн тенкӗ уйӑрнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев