Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Коммерциллӗ мар организацисене те шута илӗҫ

РФ Правительствин вӗсене патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата илсе пырас ӗҫе хутшӑнтармалла

 

Раҫҫей Конституцийӗнче коммерциллӗ мар организацисемпе волонтерлӑх ҫинчен калакан тӳрлетӳсем ҫӗршыври гражданла обществӑна аталантарма кирлӗ. Хӑйӗн шухӑшӗ журналистсене Тутарстанӑн Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев пӗлтернӗ.

"Гражданла обществӑна аталантарни ҫӗршыв умне коммерциллӗ мар организацисемпе волонтерсен пӗрлешӗвӗсен ятарлӑ статусӗ кирли пирки ыйту тӑратать. Халӗ гражданла общество институчӗсем, доброволецсем, тӗрлӗ волонтер юхӑмӗсем кирлӗ пулса пыраҫҫӗ, ҫивӗч ыйтусене ҫӗклеҫҫӗ, нумай задачӑсене татса параҫҫӗ", – палӑртнӑ вӑл.

Общество организацийӗсем сасӑлав процесӗсен тасалӑхӗн тӗрӗслӗхне тимлеҫҫӗ. Тутарстанра кирек хӑш шайри суйлавра та общество организацийӗсенчен никама пӑхӑнман сӑнавҫӑсем хутшӑнаҫҫӗ.

"Коммерцилле мар организацисене тата волонтерлӑха Конституцире пулӑшу кирлине ҫирӗплетесси – Раҫҫейре гражданла обществӑна аталантарассинче пӗлтерӗшлӗ утӑм пулать", – вӗҫленӗ Тутарстан ЦИКӗн председателӗ. 

Аса илтеретпӗр, Конституцие тӳрлетни граждансен обществин институчӗсене, ҫав шутра коммерциллӗ мар тата волонтер организацийӗсене те пулӑшассине ҫирӗплетет. Ҫавӑн пекех РФ Правительствин вӗсене патшалӑх политикине туса хатӗрлес тата илсе пырас ӗҫе хутшӑнтармалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев