Конституци майлӑ сасӑлакансем хирӗҫҫисенчен 5 хут ытларах
Пурӗ З89 пин те 765 суйлакан хирӗҫ сасӑланӑ
Плебисцита хутшӑннӑ Тутарстан Республикин гражданӗсенчен 83% Раҫҫей Конституцийӗнчи тӳрлетӳсем майлӑ сасӑланӑ. Ҫакӑн ҫинчен журналистсене ТР Тӗп суйлав комиссийӗн председателӗ Андрей Кондратьев республикӑри пресс-центрта пӗлтернӗ.
"Улшӑнусем майлӑ 1 млн та 943 пин те 685 суйлакан сасӑланӑ, ку пӗтӗмӗшле сасӑланисен 82,81 проценчӗ. З89 пин те 765 суйлакан хирӗҫ сасӑланӑ, ку хисеп суйлакансен 16,61 проценчӗпе танлашать.
Пурӗ Пӗтӗмраҫҫейри сасӑлава Тутарстанра 2 миллион та 348 пин ҫын хутшӑннӑ. Явка 79,68 процентпа танлашни ҫинчен пӗлтернӗ ТР ЦИК председателӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев