Коронавирус эпидемийӗ шарт-сикмеллиех мар, теҫҫӗ вирусологсем
Çӗнӗ хыпарсем

Коронавирус эпидемийӗ шарт-сикмеллиех мар, теҫҫӗ вирусологсем

Китай эпидемие чарас тесе йышӑннӑ майсем ҫителӗклӗ

Грипп алхаснин тӗслӗхӗсем ҫӗр ҫинче кашни ҫул пулса иртеҫҫӗ. Биологи наукисен докторӗн Альберт Ризвановӑн сӑмахӗпе, коронавирус эпидемийӗ - нимпе уйрӑлса тӑман пулӑм. Лару-тӑру ҫӗнӗ мар, кун пек япаласем ҫулран-ҫул тӗрлӗрен масштабпа пулса иртеҫҫӗ. Ку чухне карантин мелӗсене тытса пыни пӗлтерӗшлӗ тата лару-тӑрӑва тимлени.

"Ҫак тапхӑрта хальхи эпидеми – стандартлӑ лару-тӑрура иртет, вӑл хӑрушӑ мар. Грипп кашни ҫул сарӑлать", – тенӗ Ризванов журналистсене. Ун сӑмахӗпе Китай эпидемие чарас тесе йышӑннӑ майсем ҫителӗклӗ.
Интервьюн тулли версине телекуракансем шӑматкун 18:30, вырсарникун 13:30 сехетре курма пултараҫҫӗ


Нет комментариев