Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Красновидово Панулми Сăпасне йыхравлать

Ку шăматкун, августăн 19-мӗшӗнче, Тутарстан Республикин Наци музейӗ Камско-Устьински районӗн администрацийӗпе пӗрле ТР Культура министерстви тӗрев панипе Красновидово ялӗнче «Красновидовăри Панулми Сăпасӗ» музейпе фольклор праçникӗ ирттерет.

Кунта çак кун килекен кашни хăна литература, фольклор юрри-кӗввин, тутлă апатăн ытамне лекӗç.

Красновидовăра вырăссен паллă çыравçин Максим Горькин Раççейри пӗртен-пӗр ялти музейӗ ӗçлет. Кăçалхи фестивале Алексей Максимович çуралнăранпа 155, вăл Красновидовăна килсе кайнăранпа 135 çул çитнине халалланă. Паллă çыравçă 1888 çулта кунта килсе кайнине халалласа музейре асăну хăми уçаççӗ. Фестиваль курма килнисем республикăри паллă юрă-ташă ушкăнӗсен, фольклор коллективӗсен пултарулăхне курса киленме, конкурссене хутшăнма, вăйăсем выляма, панулмирен хатӗрленӗ тутлă апат астивме, техӗмлӗ пылпа чей ӗçме пултараççӗ. Çавăн пекех поэзие кăмăллакансен литература кемпингне хутшăнма май пур.

Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев