Кӗркунне ăшă-тăк, çуркунне çумăрлă пулать
Халăх календарӗ мӗн калать?
Чӳк уйăхӗн 25-мӗшӗ — Иоанн. Çак кун юр çуса йывăçсем çине ларчӗ-тӗк — çӗр çинчи юр çуркуннеччен тек ирӗлмест. Ку кун мӗнле — раштав уйăхӗн пуçламăшӗ те çапла. Çерçисем хытă шавлаççӗ-тӗк — ăшăтасса.
• Чӳк уйăхӗн 26-мӗшӗ — Иоанн Златоуст, Юрий. Юр чарăна-чарăна çăвать — çанталăк пăсăласса. Каçхи тӳпере çăлтăрсем йăлкăшса çунаççӗ — юрлă тата çиллӗ çанталăк пуласса.
• Чӳк уйăхӗн 27-мӗшӗ — Филипп. Çак кун пӗлӗтлӗ пулсан е юр çусан — тепӗр çул çу уйăхӗн вӗçӗнче çумăрлă пулать. Тӳпере «суя» хӗвел курăнсан — сивӗтессе. Йывăçсене пас тытнă-тăк — çитес çул сӗлӗ ăнса пулать, çумăр çăвать-тӗк — тулă.
• Чӳк уйăхӗн 28-мӗшӗ — Гурий. Хӗвел ирпе хӗрелсе тухсан — çил-тăмана. Çак кун çиллӗ пулсан раштав уйăхӗн варриччен çиллӗ пулать. Енчен те çерçисем тӗк-мамăк пуçтарса йăвисене ăшăтаççӗ — кӗçех сивӗтет.
• Чӳк уйăхӗн 29-мӗшӗ — Парамон, Матвей. Пӗлӗтсем самай аялтан шăваççӗ-тӗк — сивӗтессе. Çак кун мӗн чухлӗ ăшăрах, хӗлле çавăн чухлӗ сивӗрех пулать.
• Чӳк уйăхӗн 30-мӗшӗ — Андрей, Григорий. Ку кун мӗнле — хӗл тăршшӗпех çапла пулать. Кӗркунне ăшă та типӗ пулчӗ-тӗк — çуркунне çумăрлă пулать.
• Раштав уйăхӗн 1-мӗшӗ — Роман тата Платон. Çак кун çанталăк аван пулсан хӗл лăпкă иртет. Раштавăн 1-мӗшӗнче çуралнă çын çанталăк епле пуласса пӗлсе тăрать теççӗ. Ку кун палламан çынсенчен парне йышăнмалла мар. Хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ырри çинчен кăна шутламалла тет. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев