Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн Настя Вологдара!

«Наследники традиций» Пӗтӗм Раççейри ача-пăча фестивалӗн финалне Раççейӗпе те пӗртен-пӗр чăваш, Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Анастасия Сердцева тухрӗ.

Кăçал августăн 23-26-мӗшӗсенче Вологда облаçӗнчи Вытегорск районӗнче вырнаçнă «Корабелы Прионежья» кадет шкулӗнче халăх культурин III «Наследники традиций» Пӗтӗм Раççей ача-пăча фестивалӗн финалӗ иртрӗ. Ăна РФ Федераци Пухăвӗ тӗрев панипе РФ Вӗрентӳпе наука министерстви йӗркелет.

Кăçал фестивале Раççейри 52 субъектран 2000 ытла çын хутшăннă, вӗсенчен 35 регионти 240 çын финала тухнă. Çак фестивале Тутарстанран та ачасем хутшăнчӗç. Чăвашсенчен вара Çӗпрел районӗнчи Упи шкулӗнче вӗренекен Анастасия Сердцева кăна тухрӗ. Фестивале вăл асламăшӗпе, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗпе Людмила Сердцевăпа, финала тухрӗ. Çапла вӗсем Хусан, Санкт-Петребург хулисем витӗр тухса  Вологда тăрăхне çитсе килчӗç.

– Фестивальте пӗртен-пӗр чăвашсем пултăмăр эпир. Чăваш Республикинчен те никам та çукчӗ, паллах, чăвашла юрлакансем те. Эпир мăнукпа иксӗмӗр балалайка каласа чăвашла такмаксем юрларăмăр,– каласа парать Людмила Петровна асра юлнă çулçӳрев пирки.

Сăмах май, ачасен пултарулăхне сумлă жюри темиçе номинаципе хакларӗ. Çӗнтерӳçӗсен йышне Тутарстан ачисем те кӗчӗç. Сердцевасем малти вырăнсенех йышăнаймарӗç пулсан та, Раççейре пултаруллă чăваш ачисем те пуррине  çӗршыв илтмелле пӗлтерчӗç. Фестивальтен финалистсен дипломӗпе таврăнчӗç. (Л.Сердцева сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль