Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ку кӗнекере Турă панă ăс-тăнӗ те, çемье витӗмӗ те, Тăхăрьялăн тухăçлă çӗрӗ те, çав çӗр çут тӗнчене парнеленӗ паллă çыравçăсен пиллевӗ те...

Пултаруллă çыравçă Анатолий Малышев çемйинче çуралса ӳснӗ Кӗçтукран эпӗ урăххине кӗтмен те. Тӗлӗнмелле аван чӗлхе Константин Малышевăн. Очерк мелӗперех çырнă пулсан та, пурнăçӗ ал тупанӗ çинчи пек курăнать. Таса, супăньпе çунă ал тупанӗ çинчи пек. Кунта Турă панă ăс-тăнӗ те, çемье витӗмӗ те, Тăхăрьялăн тухăçлă çӗрӗ те, çав çӗр çут тӗнчене парнеленӗ паллă çыравçăсен пиллевӗ те... Тата ытти нумай пурнăç çулӗ çинче тӗл пулнă ырă çынсен витӗмӗ те пур-тăр.

Кӗçтукăн асламăшӗпе амăшӗ пăлтăрти пысăк сӗтел çине çитӗ сарса хунă. Урайӗнче панулми тултарнă тӗрлӗ савăт-сапа.


Ӗнер каçхине вăйлă çил-тăвăл çӗкленнӗччӗ те хурт тивмен лайăх панулмисемех шăкăрин çӗрте выртаççӗ. Ирхине ирех вăранса пуçтарчӗç Кӗçтукпа аппăш-пиччӗшӗ çав тупрана. Ара, сая ямалла-им? Хӗл хырăмӗ пысăк: витаминсене ытларах та юратать вăл. Çав тăкăннă панулмисене асламăшӗпе амăшӗ тураса сӗтел çине сарса хураççӗ. Типӗтме ӗнтӗ.


Айккинче тетте грузовикпа Кӗçтук панулми турттарать.


— Восьмойне кайса сутатăп та хам валли икӗ урапаллă самокат туянатăп, — сасăпах ӗмӗтленет ача! — Мӗн унта, пӗчӗк ача-им эп виçӗ урапаллипе ярăнма? 


Çакна илтнӗ асламăшӗ:


— Улми йывăççинчен аякка ӳкмест пуль çав. Хамăрах хунă мăнукăм Кӗçтук, — тесе савăнать. — Пухуллă пулать.


— Ӳкмест тет иккен. Каçхи çил-тăвăл алхаснипе пирӗн панулмисем куршӗсен пахчине кӗтӗвӗпех тарнă: Митюк пӗр пысăк витрепех пуçтарнă. Сӗткенне сирпӗте-сирпӗте çирӗ çав панулмисене Митюк. Çитӗрех. Эп хыткукар мар.


Асламăшӗпе амăшӗ пӗр-пӗрин çине пăхса йăл кулчӗç те ӗçе малалла тăсрӗç. 


Ку ӳкерчӗк ман куç умне Константин Малышевăн «Ачалăхăм» ятлă кӗнекине вуланă май килчӗ. Мана Костя Çӗнӗ çул парни турӗ çак кӗнекене почтăпа ярса парса. Кӗтменлӗх пулчӗ. Савăнтăм. Ара, хисеплемесӗрех туман пулӗ-ха парнине. Эпӗ Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнă кӗнекесене хисеплерех паратăп. Ара, миçе алă, миçе ала витӗр тухса çитет те-ха вăл вулакан патне.


Уçкаласа пăхсан, кăмăл сӗвӗрӗлнӗ пек пулчӗ. Эпӗ тӗпрен илемлӗ литература кӗтнӗ те-ха... Вулама пуçларăм та, алăран ямарăм. Константинăн ачалăхӗпе пӗрле хамăн ачалăха çӗнӗрен утса тухрăм.


Уйрăмлăхӗ: вăл йышлă çемьере ашшӗ-амăшӗпе пӗрле. Эпӗ йышлă çемьере вун пӗр çултан аттесӗр. Икӗ çемьере те «çемье пуçӗ» асаннесем. Ытла та телейлӗ ачалăх-çке вăл асаннепе ӳсекенсен.


Акă Костя, шăрах çанталăкра çăм нускипе кеда тăхăннăскер, асламăшне кӗпе аркинчен тытса Пăрăнтăка хăнана каять. Е Восьмойне, е Раккассине... Тепӗр енӗпе эпӗ асаннерен çакăнса «пашкатăп»... Вунă çухрăма унта, вунă çухрăма каялла...


Костя пыл çисе тăраннă пулин те, урăх хăнана каясшăн мар. Эпӗ те, çăмарта çисе тăраннăскер, çав шухăшлах. Киле çитсе каниччен, паллах.
— Валя, çын патӗнче ун чухлӗ çимеççӗ, — асăрхаттарать мана асанне.


— Ара, такки шаккаса ума хураççӗ те, — айăплăн тинкеретӗп асаннене куçран.


Ӗлӗк тăвансем, йышлă пулин те — вӗсен те, пирӗн те — пӗр-пӗрне сума сунă çав.


Пултаруллă çыравçă Анатолий Малышев çемйинче çуралса ӳснӗ Кӗçтукран эпӗ урăххине кӗтмен те. Тӗлӗнмелле аван чӗлхе Константин Малышевăн. Очерк мелӗперех çырнă пулсан та, пурнăçӗ ал тупанӗ çинчи пек курăнать. Таса, супăньпе çунă ал тупанӗ çинчи пек. Кунта Турă панă ăс-тăнӗ те, çемье витӗмӗ те, Тăхăрьялăн тухăçлă çӗрӗ те, çав çӗр çут тӗнчене парнеленӗ паллă çыравçăсен пиллевӗ те... Тата ытти нумай пурнăç çулӗ çинче тӗл пулнă ырă çынсен витӗмӗ те пур-тăр.


Мана пуринчен ытла Константин çыравçă çулне Чăваш кӗнеке издательствинче пичетленнӗ кӗнекерен пуçлани савăнтарать. Ун пек кӗнекен çулӗ те анлăрах, вулаканӗ те тимлӗрех...


Апла-и, капла-и — улми йывăççинчен аякка ӳкменни куç умӗнчех. Эпӗ хам çырнинче кашни калава тӗплӗн тишкерме тӗллев лартман. Малышевсен çемйинчен тепӗр пултаруллă çыравçă литература тӗнчине ытамне сарни савăнтарать.


Пулать-и çулӗ


Такăр е тумхахлă:


Чăваш чӗлхи туптантăрччӗ 


Сулмаклăн...


Ырă çул.


Тупăр, вулăр «Ачалăхăм» кӗнекене. Пӗртте ӳкӗнмӗр...

Валентина ТАРАВАТ,


РФ Писательсен союзӗн пайташӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев